Банистер Джон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Банистер Джон
акăл. John Banister
Çуралнă вăхăт: 1650
Çуралнă вырăн: Глостершир
Вилнĕ вăхăт: 1692
Вилнĕ вырăн: Виргиния
Патшалăх:

Англи

Альма-матер: Оксфорд университечĕ, 1671

Джон Банистер – (1650 - 1692) - Англи ботаникĕ, натуралисчĕ, миссионерĕ.[1], Хăшпĕр хутсенче 1680-мĕш çулта вилнĕ [2]). Глостерширта çуралнă.

Оксфорд университетне 1671-мĕш çулта пĕтернĕ. Тепĕр виçĕ çÿлтан миссионер пулса Çурçĕр Америкăна янă. Виргини çутçăнталăкне тĕпченĕ, нумарах ӳсентăрансене, тата хурт-кăпшанкăсемпе молюсксене. [1].

Вăл Оксфорд тата Челси ботаника сачĕсем валли терлĕ ӳсентăран пухнă. Вăл илсе килнĕ ӳçентарансем хушшинче виргини манголийĕ (Magnolia virginiana), Дицентра клобучковая (Dicentra cucullaria), америка шарлах юманĕ (Quercus coccinea), сухăрлă ликвидамбар (Liquidambar styraciflua)[1].

1680 çулта вăл «Plantae Virginicae» («РВиргини ӳсентăранĕсем»)[2] кĕнеке пичетлет.

Банистер пуçтарнă ӳсентăрансен каталогне Historia generalis plantarum (Джона Рэя хатĕрленĕ виçĕ томлă ĕç) (1688) 2-мĕш томĕнче пичетлеççĕ.[1]. Джон Рэй Банистер çинчен: Eruditissimus vir et consummatissimus botanicus[3] («образованнейший человек и совершеннейший ботаник»)çапла çырнă.

Джон Банистер Роанок хĕрринче ӳсентăрансем пухнă вăхăтра вилнĕ[1].

Банистер 1678-мĕш çултан çырма тытăннă Natural history of Virginia ĕçне вĕçлеймен.

Джон Банистера чысласа Виргининче тухакан журнала «Banisteria» ят панă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Биография Банистера на сайте Complete Gardening Encyclopedia(акăлч.) (2009 çулхи Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  2. ^ 1 тата 2 Линней К. Философия ботаники. — Наука. — 7200 экз. — ISBN 5-02-003943-8
  3. ^ Dictionary of British and Irish botanists and horticulturists(акăлч.) (2009 çулхи Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)