Банши

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Банши, Г. М. Рим ĕçĕ
Асамлă вăрман, Г. М. Рим ĕçĕ

Банши, бенши (акăл. banshee ирл. bean sídhe — Ши хĕрарăмĕ, ирланди фольклорĕн пайташĕ. Ĕненÿсемпе халапсем тăрăх, вилес çынăн килĕ патне пырать: нăйкăшса, йĕрсе вилес вăхăчĕ çывхарнине пĕлтерет. Артур халапĕнчи тухатнă вăрманта хÿхĕм банши-феясемп пурăнаççĕ. Акăлчан сăвăçĕ-романтикĕ Джон Китс çырнинчен пĕри, «Арăм» тени, асамçă-илĕртевçĕ банши пулнă, вăл çулçÿрен вилĕмлĕ рыцарьсен пуçне çавăрать, кайран вара, пурăнас кăмăл çухатнăскерсене, тĕлсĕр-палсăр пĕччен сулланса çÿреме хăварать имĕш.

Банши ячĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăнарĕ пулса тухни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Банши халапсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Халапсенче çынпа банши тĕл пулни çинчен тĕрлĕ тĕслĕ калани пур, анчах пурне те вĕсене пĕр мотив пĕтĕмлетет: лĕш тĕнче япалипе тĕл пулни хăрушă. Каланисенчен виçĕ сюжет уйăрмалла:

  • Çĕрле арçын баншипе тĕл пулнă, ăна ахаль хĕрарăм тесе, кÿрентерме тăнă. Банши ăна тĕксе ярать те, ăна тавăрса, ÿчĕ çинче çусан та кайман ал тупанĕ е пÿрне йĕрĕ хăварать.
  • Кĕпе-йĕм çăвакан баншине тĕл пулнă арçын, унран кулас шутпа хăйĕн кĕпине те çума хушнă. Банши вара чăнах та лешĕн кĕпине сисмен
çĕртенех хывса çума пултарать, çавăн пекех ăна хăйĕн кĕпипех пăвса пăрахма пултарать.
  • Килне таврăнакан çулçÿревçĕ çÿçне шăм турапа туракан баншипе тĕл пулать. Вăл унăн турине вăрттăн килне илсе каять, анчах каярах
банши хăйĕн япалине тавăрма ун патне килет, хăратса, тавăрма хушать. Банши хăйĕн турине тавăрса илет, ку пăтăрмах çулçÿревçĕшĕн
питĕ те начар вĕçленме пултарнине ăнланма парать.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Королёв К. Мифология Британских островов. — М.: Эксмо, 2004. с. 497 ISBN 5-699-03526-5
  • Патриция Лайсафт, Татьяна Михайлова, Банши. Фольклор и мифология Ирландии. — ОГИ МОСКВА 2007
  • Évelyne Sorlin, Cris de vie, cris de mort : les fées du destin dans les pays celtiques., Helsinki : Suomalainen Tiedeakatemia, 1991. ISBN 951-41-0650-4

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]