Беларуç арап алфавичĕ
Беларуç арап алфавичĕ XVI ĕмĕрте арап çырулăхне анăç вырăс çыру чĕлхинче усă курма йĕркеленĕ алфавит. Вăл çирĕм саккăр графемран тытăнса тăрать, хăшĕсем ахальхи арап алфавитĕнчен уйрăлса тăраççĕ:
- Арап чĕлхинче çук «ж», «ч» и «п» сасăсем валли тĕрĕк-перс графемисемпе усă курнă
پ چ ژ
- Çемçе «дз» тата «ц» сасăсене палăртма çĕнĕ графемăсем кĕртнĕ
- «ў» сасă валли уйрăм графема туман, ăна «в» евĕр çырнă:
و
Анăç вырăс арап алфавичĕпе Аслă Литва кнеçлĕхĕ йышне кĕнĕ хальхи Беларуç территоринче пурăннă литва тутарĕсем усă курнă. XIV-XVI ĕмĕрсенче вĕсем хăйсен чĕлхине пăрахса арап алфавичĕпе çырнă анăç вырăс çыру чĕлхине куçнă.
Танăштару тапăлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Д-р Я. Станкевіч. Беларускія мусульмане і беларуская літаратура арабскім пісьмом. [Адбітка з гадавіка Беларускага Навуковага Таварыства, кн. I.] — Вільня : Друкарня Я. Левіна, 1933 ; Менск : Беларускае коопэрацыйна-выдавецкае таварыства «Адраджэньне», 1991 [факсімільн.]. — 3-е выд.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Kitabs, the unique highlight of the Belarusian language Архивленĕ 30 Ҫурла уйӑхӗн 2002 çулта.
Çак статья Википедин чăваш уйрăмĕн кăсăк статьисен шутне кĕрет. |