Бобби Макферрин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Бобби Макферрин
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă вăхăт 1950, пуш, 11
Çуралнă вырăн Нью-Йорк, АПШ
Патшалăх АПШ
Инструментсем фортепиано, кларнет, бас-гитара
Жанрсем Джаз, регги, поп
Официаллă сайт

Роберт «Бобби» Макферрин-кĕçĕнни (акăл. Robert "Bobby" McFerrin, Jr., 11.3.1950, Нью-Йорк, АПШ) — американ джаз юрăçи тата дирижёрĕ, «Грэмми» премине вунă хутчен тивĕçнĕскер[1].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Макферрин Манхэттенре (Нью-Йорк) çуралнă. Ашшĕ - Роберт Макферрин, опера юрăçĕ, амăшĕ - Сара Купер, юрăç. Çамрăкранах мусăка юратнă: малтан кларнета кăмăлланă, анчах кĕçех Макферрин-кĕçĕнни тимлĕн фортепианопа выляма вĕреннĕ. Хăйĕн вокалист карьерине 1977 çулта пуçланă, тĕпĕр çултанпа Astral Project группăра юрлама тытăннă. Мусăкçă Билл Косби комикпа паллашнă хыççăн унăн пурнăçĕ хăвăрт улшăнса кайнă. 1980 çулта вăл мусăкçăна Playboy Jazz Festival хутшăнма пулăшнă. Ăна питĕ хапăлласа йышăннă, каярах çавăн пекех ăнăçлă Нью-Йоркри Kool Jazz фестивальне хутшăннă.

Мусăкçăн пĕрремĕш альбом - Bobby McFerrin - 1982 çулта тухнă та тӳрех джаз чартăн топне кĕнĕ. Тепĕр пластинки (The Voice - 1984) а капелла жанрĕнче, пĕр мусăк инструменчĕсĕр, çырнă пĕрремĕш джаз альбомĕ пулнă. Тепĕр çултан вăл хăйĕн çĕнĕ альбомне — Spontaneous Inventions — кăларнă, çырнă çĕре джаз мусăкç Херби Хэнкок, The Manhattan Transfer вокал-группа тата Робин Уильямс актёр хутшăннă. Тĕнчери паллăлăха Макферрин 1988 çулта «Don’t Worry, Be Happy» («Ан Кулян, Телейлĕ Пул!») юрăпа тухнă, çак юрăшăн «Грэмми» премине, «çулталăкри юрă» тата «çулталăкра çырни» номинацисенче тивĕçнĕ; çак юрăна Pixar Animation Studios ВАЛЛ-И студире ӳнерленĕ мультипликаци фильмĕнче янраттарнă.

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Макферрин 1975 çулта Дебби Грина качча илнĕ, виçĕ ача çитĕнтернĕ[2].

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Bobby McFerrin Finds The Magic Beyond Words (акăлч.).
  2. ^ Bobby McFerrin. çăлкуçран архивланă 4 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 1 Юпа уйӑхӗн 2008.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]