Бодли библиотеки
Бодли библиотеки (акăл. Bodleian Library) — Оксфорд университечĕн вулавăшĕ. 1610 (официаллă — 1662) çултанпа патшалăхра пичетленекен пĕтĕм кирлĕ экземпляра кунта памалла.
Библиотекăна Елисавета хĕрарăм патша патĕнче дипломати хĕсметĕнче тăнă, авалхи манускриптсене пухакан Томас Бодли сэр (1545—1613) ятне панă. Чăннипе, унăн никĕслевçи Томас де Кобэм (1327 вил.) епископ шутланать, вăл университет çумĕнче кĕнеке пухас ĕçе йĕркелет, çуртран кĕнекесене илсе тухасран полкăсем çине сăнчăрлаççĕ.
1410 çулта çак библиотека пĕтĕмпех университет йышне кĕрет, кăшт каярах университетăн пуххине анумайлатассипе Глостер Хамфрийĕ тăрмашать. Вăл тăрăшнипе 1450 çулта вулавăш çĕнĕ пӳлĕмсене куçать. Пĕрремĕш Тюдорсем чухне университет юхăнать, Эдуард VI унăн кĕнеке пуххине туртса илет, кĕнеке шкафĕсене сӳтса ярать.
1602 çулта Томас Бодли библиотекăна çĕнетнĕ, çĕнĕ пӳлĕмсене йышăнма пулăшнă. Вăл университета хăйĕн кĕнекисене парнеленĕ, Турцирен тата Китайран кĕнеке туянас ĕмĕтпе пурăннă. Çитес çĕрçуллăхсенче библиотека валли темиçе çурт, вĕсен хушшинче Радклиф ротондине (1737-69), туса лартнă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Оксфорд университечĕ |
||
---|---|---|
Колледжсем | ||
Тĕпчев-музей ĕçлевĕ | ||
Кăларавăш тата вулавăш ĕçлевĕ | ||
Рекреаци тата спорт | ||
Архитектура |