Контент патне куҫ

Боливи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Uyuni

Боливи (исп. Bolivia), официаллă ячĕ Боливи Республики (исп. Republica de Bolivia, кечуа чĕлхипе Bulibiya, аймара чĕлхипе Wuliwya), — Кăнтăр Америка варринче вырнаçнă патшалăх.

Боливин çурçĕр тата çурçĕр-тухăçĕнче Бразили, кăнтăр-тухăçĕнче — Парагвай, кăнтăрта — Аргентина, кăнтăрта тата кăнтăр-анăçра — Чилипе Перу патшалăхĕсем вырнаçнă.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1532—1538 — хальхи Боливи çĕрĕсене Испани конкистадорĕсем хăйсен аллине ярса илнĕ.
  • 1542—1776 — Испанин Перу вице-патшалăхне Туçа Перу ятпа кĕнĕ. Боливи çĕрĕсенче Испани çĕрулпучĕсем хуçăланма тытăннă. Тĕп халăхсене энкомьендсем шутĕнче тытса тăма тытăннă.
  • 1776—1810 — Испанин Рио-де-Ла-Плата вице-патшалăхĕ шутĕнче.
  • 1825 — Туçа Перу ирĕклĕхе тухнă. Симон Боливара хисеплесе çĕршыва Боливи ятне панă.
  • 1879—1883Лăпкă океан вăрçи: Чилипе хирĕçнĕ, çĕнтереймен, Лăпкă океан хĕррине тухакан çĕрсене, Атакама пушхирти селитра вырăнĕсене çухатнă.
  • 1932—1935Чак вăрçинче Парагвая çĕнтереймен: Чакпа Бореаль çĕрĕсенчи нефть çухатнă.
  • 1952 — Боливи революцийĕ пуçланать, олово тупса кăларакан промыçлăна ционализациленĕ.
  • 1964Альфредо Овандо Кандиа генерал Боливири влаçа вăйпа туртса илнĕ.
  • 1967Эрнесто Че Гевара партизансен ушкăнĕ революци пуçланă. Юпа уйăхĕнче АПШан ЦРУ пулăшнипе Боливи çарĕсем Че Гевара ушкăнне çĕмĕрсе тăкнă.
  • 2003 — халăх пăлхавĕ пуçланнă.