Контент патне куҫ

Бржозовский, Станислав Антонович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Станислав Антонович Бржозовский (1863 — çĕре кĕнĕ вăхăчĕ паллă мар, 1930-мĕш çулсем) — вырăс архитекторĕ, модерн стильпе тунă Санкт-Петербургри Витебск вокзал шедеврăн авторĕ.

1889-мĕш çулта Императорский Ӳнер академине пĕтернĕ, 1895-мĕш çултан — архитектура академикĕ.

Ӗçлеме пăрахичченех (1917-мĕш çулччен) Бржозовский чукун çулсен (Владикавказский, Николаевский, Мускав-Виндавск-Рыбинск) архитекторĕ пулнă. «Общегражданский» ĕçĕсенчен 1896-1898-мĕш çулсенче С. И. Кербедзпа пĕрле тунă Невский проспектра вырнаçнă Международный коммерци банкĕ çеç паллă.

Виндавск (Рижск) вокзалĕ

1890-мĕш çулсенче Патша Салинче вокзал тата сортировочный станци тăвать. 1898-мĕш çулта вăл вăхăта валли кивелсе кайнă суя-вырăс эклектика майĕпе Мускаври Виндавск (халĕ Рижск) вокзалне проектировать тăвать. Ку проекта 1902-мĕш çулта Ю. Ф. Дидерихс ертсе пынипе пурнăçа кĕртнĕ. Каярахпа архитектор Рижск направленийĕн станцисен павильонĕсене тунă, вĕсен хушшинче 1980-мĕш çулсенче аркатнă модерн палăкне — Покровск-Стрешнев станцин çуртне те.

1900-мĕш çулта архитектор Витебск вокзалĕн проекчĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ.

1920-мĕш çулсенче Костромара ĕçленĕ.

Çаплах пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукун çул архитекторĕсем: