Бьорк
Бьорк (тулли ячĕ: Björk Guðmundsdóttir (/'pjœr̥k 'kvʏðmʏnstoʊhtɪr/), — Исланди юрăçи, кĕвĕçи, кино артистки. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Исландири Рейкьявик хулинче çуралнă. Сăмах май, Бьорк ячĕ исланд чĕлхинче хурăн йывăçа пĕлтерет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пуçламăшĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ача чухне классика музыкине флейтăпа, фортепианăпа выляма вĕреннĕ. 11 çулта хăйĕн пĕрремĕш Björk ятлă альбома кăларнă. Юрăçă ача юррисене, исланд чĕлхи çине куçарнă Стиви Вондерпа «Битлз» ушкăнĕн композицийĕсене унта вырнаçтарнă пулнă.
14 çула çитсен Бьорк Spit and Snot панк-ушкăна йĕркеленĕ, унта параппан каланă.
1988 çулта вăл The Sugarcubes ушкăн шутĕнче тĕнче шайĕнче палăрать.
Соло карьери
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1990 çулта унăн «Gling-Gló» ятлă альбом тухнă. Debut альбом тухнă хыççăн çеç ун ăсталăхне пысăка хурса хакланă, халăх лайăх йышăннă.
Панк рока пăрахнă хыççăн вăл хăй стильне тупнă. Музыки эксперименталлăхĕпе палăрма пуçланă. ....
Кил-йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Унăн икĕ ача пур: Исодора (Ísadóra, 2002 çулта çуралнă) хĕрачи тата Синдри (Sindri Þórsson, 1986 çулта çуралнă, ашшĕ — Тор Элдон) ывăлĕ.
Дискографийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Björk
- Gling-Gló
- Debut
- Post
- Telegram
- Homogenic
- Selmasongs
- Vespertine
- Greatest Hits
- Family Tree
- Live Box
- Medúlla
- Army of Me
- Drawing Restraint 9
- Volta
- Biophilia
- Vulnicura
- Utopia
- Fossora
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Björk Викиампарта? |