Вăлта

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Вăлтапа пулă тытакансем

Вăлта — çекĕл /вырăсла удочка/. Вăлт-ултала сăмахран. Качаллă çекĕле çиппе патак çине çакнă пулă тытмалли ĕç хатĕрĕ. Чи малтанхи пулă тытмалли хатĕр вăлта пулнă тĕççĕ. Ун пирки археологсем те, ăсчахсем те çирĕплетсех калаççĕ.

Вăлтан аври — йӳнчи, çиппи—хĕлĕхĕ, путăшĕ, вăлти-ăманĕ, путаркăçĕ-тăхланĕ пур. Вăлтан аврине ытларах чухне йывăçран тăваççĕ. Халĕ промышленность вăлта аврине тума пластик усă курать. Çавăн пекех йӳнчине тимĕртен те шăмăран та хăш-пĕр чухне тăваççĕ.

Вăлтин — çекĕлĕ, кучанĕ, çĕрри-унки пур, çекĕлĕ çинче - чĕмĕ, качи, шăлĕ. Вăлта хĕлĕхне çĕрри витĕр тăхăнтартса çыхаççĕ. Вăлта çине ăман е урăх илĕртмĕш лартса пулă тытаççĕ. Пулăçсем паянхи кун та вăлтапа усă кураççĕ. Вăлтапа кимĕ çинчен, çыран хĕрринчен, хĕлле пăр шăтарса пулă тытаççĕ.