Вӗрентӳ
- Ан пăтраштарăр Вӗрентессипе.
- Ан пăтраштарăр Вĕреневлĕхпе.

Вĕрентӳ — камсене те пулсан пĕлӳ пани, вĕрентни, çутăлăх енне туртни. Икĕ енлĕ процесс: пĕрисем вĕрентеççĕ, теприсем вĕренеççĕ. Вĕртентекенĕ — субъект, вĕренекенĕ — объект. Объект куçĕпе пăхсан, ку процеса вĕренӳ темешкĕн пулать. Вырăс чĕлхинчи "образование" ăнлав пĕр харăсах субъект тата объект енне те ярса илет пулсан, чăваш чĕлхинчи "вĕрентÿ" тата "вĕренÿ" сăмахсем апла мар. Анчах та ку — йĕркеллĕ япала: тĕнчери чĕлхесем — пĕр-пĕрин копийĕсем, куçкĕскилле ӳкерчĕкĕсем мар. Пĕлтерĕш "образование" еннелле сулантăр тесен, -лăх/-лĕх аффикс хушмалла («Вĕреневлĕх» статьяна пăхăр). в Ĕнтĕ вĕрентÿ пирки сăмах хускатнă чухне эпир çапах иккĕмĕш (объектла) ене те, чĕмсĕрлĕх йĕркипе, шута илетпĕр. Çак тĕлĕшрен пăхсан, "вĕрентÿ" тени пурпĕрех "вĕренӳ" тенине те ярса илет. Тата, кунсăр пуçне, "вĕрентев" тата "вĕренев" тенисем те пур. Вĕсем пурте пĕр ретре темелле.
Вырăс чĕлхинчи "самообразование" ăнлава илес пулсан, унта субъектпа объект пĕр-пĕринпе пĕрлешсе кайнине куратпăр. Çавă çеç.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Mary Hurlbut Cordier . — 1st. — Albuquerque: University of New Mexico Press, 1992. — ISBN 9780826313843
- Willard S. Elsbree . — 1st. — New York: American Book Company, 1939. — ISBN 9780837139210
- . — New York: Routledge, Taylor & Francis, 2008. — ISBN 9780203895122
- Andrea Wyman . — Lanham, MD: The Scarecrow Press, Inc., 1997. — ISBN 9780810831568