Варяг (ракета крейсерĕ)
Шаблон:Вăрçă карапĕ (ракета-артиллери)
«Варяг» (укр. Червона Украина) — совет тата раççей ракета крейсерĕ, 1164 «Атлант» проекчĕн виççĕмĕш карапĕ, Раççей Лапкă океан флочĕн флагманĕ. Крейсере Николаеври 61 коммунар ячĕллĕ карап тăвакан савутра 1980-мĕш çулсен пĕрремĕш пайĕнче тунă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1979 çулта тума пуçланă, шыва 1983 çулта антарнă, 1989 çулхи юпан 16-мĕшĕнче хĕсмете тăнă.
Малтанхи ячĕ «Червона Украина». СССР аркансан крейсер Раççейре юлнă; 1996 çулта «Варяг» ята куçарнă.
2002 çултанпа Лăпкă океан флочĕн флагманĕ шутланать. 2005 çулта «Варяг» крейсера ЛОФ ушкăнĕн вăрçă карапĕсен шучĕпе ĕçлĕ визитпа Малайзие, Индонезие, Бруней султаната тата КХР çитнĕ. 2006 - 2008 çç. «Дальсавутĕнче» ТЭХ улăштарнă. 2008 çулхи юпа уйăхĕнче официаллă мар визитпа кăнтăр корей Пусан портне кĕнĕ. 2009 çулхи ака уйăхĕнче официаллă китайсен Циндао портне çитнĕ.
2010 çулхи çĕртме уйăхенче официаллă мар визитпа американсен Сан-Франциско портне çитнĕ[1][2].2010 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче официаллă мар визитпа кăнтăр корейсен Инчхон портне кĕнĕ.
Фотопухăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
«Червона Украина» 1990 çулта
-
Хура тинĕсрен Лапкă океана куçнă чухне
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Крейсер "Варяг" встречают в Сан-Франциско, Вести.ru
- ^ Russian warship to visit San Francisco, San Francisco Cronicle
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1164 проекчĕн крейсерĕсем | |
---|---|
Мускав | Маршал Устинов | Варяг | Украина |