Веллингтон
Веллингтон — (Wellington) — Çĕнĕ Зеландин тĕп хули, çĕршыври иккĕмĕш пысăк хула, Полинези çĕршывĕсен тĕп хулисенчен чи пысăкки.
Хула ячĕ вырăнти халăхĕн (маори чĕлхин сăмахĕнчен "Те Фанауи-а-Тара" ( Te Whanganui-a-Tara) пулса тухнă.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2005 çулхи халăх çыравĕн хыпарĕпе, Веллингтонăн хула картинче 370 000 çын, хула çумĕнчи пурăну вырăнĕсенче («мăн Веллингтон» шутне кĕрекен) 182 000 çын шутланать. Çулсерен халăх йышĕ вăтамран 3.5% ӳсет.
Хула 290 тв.çм. çĕр лаптăкне йышăнать.
Халăхăн 19% — 15 çултан кĕçĕн ача-пăча, 9% яхăн — 65 çултан аслисем. Этнос ушкăнĕсенче европейсем чылайрах — 81% сахал мар. Вĕсем хыççăн — маори йăхĕсем, шучĕ — 4% ытларах. Урăххисем Ази патшалăхĕсенчен тата Полинезирен куçса килнĕ халăх çыннисем. Чылай усă куракан чĕлхе — акăлчан. Çаплах нимĕç , франци, маори, самоан, китай чĕлхисемпе калаçнине илтме пулать. Веллингтонра пурăнакансен чылайăшĕ христос тĕнĕн йăлине тытать. Ислам, иуда тĕнĕпе будда тĕнĕ те анлă сарăлнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутçанталăк уйрăмлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула Çурçĕр утравĕн кăнтăрĕнче, Кук кӳлмекĕнче вулканран пулса ларнă Лэмбтон-Харбор бухтăн çыранĕнче вырнаçнă. Кунта хаяр шторм çилĕсем тулласа вĕреççĕ. Хулана сăртсем хупăрлаççĕ. Климачĕ — тинĕс субтропикĕ. Кăрлачри вăтам температура +16, утăра — +8 градуа яхăн. Пĕр çул хушшинче вăтамрант 1445 мм нӳрĕк ӳкет, ытларах çумăр. Тусенче çӳлте юр çăвать. Хула сейсмохăрушуллă. Çутçанталăкри ӳсен-тăран: йывăçсемпе тĕмĕсем, ытларах пĕрмай симĕссисем.
Аталану тапхăрĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче европа çыннисем çакăнта çитсе вырăнти маори халăхĕн çĕрĕсене туртса лиме тытăннă. 1839 çулта полковник Уильям Уэйкфилд — Çĕнĕ Зеланди компанинче ĕçленĕскер — паянкунхи Веллингтон вырăнĕнчен çурçĕреллех хула никĕсне хунă. Анчах та Хатт шывĕ сарăлса кайнипе 1840 çулта пӳртсене кăнтăр енне куçарма тивнĕ. Тымар яракан пĕрремĕш çынсем хулана Веллингтон фельдмаршала чысласа ят панă, вăл ун чухне пĕрлешĕннĕ анкăл-холланд çарĕсене ертсе пыраканĕ пулнă. Хула тăвакансене Веллингтон херцăк питĕ пысăк пулăшу кӳнĕ. 1848 çулта хăват çĕр хусканăвĕ пулать, хула ишĕлет, 1854 çулта та çав сăлтавпах чвлай çын вилĕме каять. 1865 çултанпа Веллингтон Çĕнĕ Зеландин тĕп хули.
Этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Веллингтон — çав тери капăр та хăтлă хула, чылай кĕпер, виадук, тоннель, парк тата сквер хулана илем кӳреççĕ. Нумай тĕслĕ архитектура сăнлăхĕ: XIX — XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче туса лартнă электрика çурчĕсем хальхи йăлапа тата чылай тăвас енĕпе хăпартнă йывăç çурт-йĕрĕпе майлăшăнса курăнаççĕ. Вĕсенчен чи кăсăкли — парламентăн çавра çурчĕ, хулара пурăнакансем ăна вĕлле теççĕ. Парламента хирĕçле ертӳлĕхĕн малтанхи керменĕ ларать, йывăçран каснă çуртсем хушшинче калăпăшĕпе тĕнчере иккĕмĕш пулать. Çаплах Таса Павăл соборĕ те хăй патне куç тимлĕхне туртать. Çуллĕ ту айăккинче çĕр вăйне илнĕ ботаника сачĕ чуна ăшшăн иллентерет.