Контент патне куҫ

Венда (чĕлхе)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Венда
Патшалӑхсем: КАР КАР, Зимбабве Зимбабве
Регионсем: КАР — тĕп провинцийĕ: Лимпопо
Официаллӑ статус: КАР КАР
Классификаци
Категори: Африка чĕлхисем
Нигер-конго макроçемье
Бенуэ-конго çемье
Банту турачĕ
Банту ушкăнĕ
Зона S
Ҫырулӑх: латиница
Чӗлхе кочӗсем
ГОСТ 7.75–97: вед 134
ISO 639-1: ve
ISO 639-2: ven
ISO 639-3: ven
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Проект:Лингвистика
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Венда пӑхӑр.

Венда (чивенда) — венда халахĕн чĕлхи, КАР официаллă чĕлхисенчен пĕрри. Ытларах унпа КАР çурçĕр-анăçĕнче, Лимпопо провинцин çурçĕн енĕнче, çаплах Зимбабве кăнтăр енĕнче, калаçаççĕ. Калаçакан мĕнпур йышĕ — 1,152 млн çын, вĕсенчен КАР — 1,022 млн çын (2001, çырав), Зимбабвере — 130 тыс. çын. Венда бантустанĕн официаллă чĕлхи шутланнă. Халĕ Лимпопо провинцин Вхембе районĕнче официаллă пулать.

Классификаци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Венда — банту чĕлхисенчен пĕрри. М. Гасри классификаципе (1948, 1967-71) — ăна 1978 И. Бастен тӳрлетнĕ — S зонăри венда (S.20) ушкăнĕнче, индексĕ — S.21.

Чи йышлă диалектсем: пхани, тавхацинди, илафури, мбедзи, манда, гувху, лембету.

Çырулăхне XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче латин графика никĕсĕпе йĕркеленĕ. C, J тата Q сасă паллисемпе ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсенче кăна усă кураççĕ.

Алфавит венда
A aB b(C c)D dḒ ḓE eF f
G gH hI i(J j)K kL lḼ ḽ
M mN nṊ ṋṄ ṅO oP p(Q q)
R rS sT tṰ ṱU uV vW w
X xY yZ z

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
    • Ziervogel D. A Handbook of the Venda language. Pretoria, 1961
    • Poulos G. A Linguistic Analysis of Venda Pretoria, 1990.
    «Викисăмахсар» логотипĕ
    «Викисăмахсар» логотипĕ
    Викисăмахсарти сăмах йышĕ венда чĕлхин категоринче «Венда»