Виççĕмĕш вырăн
Виççĕмĕш вырăн (акăл. the third place) — килпе те («пĕрремĕш вырăн»), ĕçпе те («иккĕмĕш вырăн») çыхăнман хулари уçлăхăн пайĕ. Тĕслĕхсем: кафе, клуб, парк, библиотека т. ыт. те. «Виççĕмĕш вырăн» концепцине пĕрремĕш американ социологĕ Рэй Ольденбург (Ray Oldenburg) «The Great Good Place (Oldenburg» кĕнекинче çырса панă. Ольденбург çырнипе, виççĕмĕш вырăн граждансен пĕрлĕхне тата демократие аталантарас ĕçре кирлĕ роле вылять.
Ольденбург концепцийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ольденбург «пĕрремĕш вырăн» тесе этем пурăнакан вырăна — киле — палăртать. «Иккĕмĕш вырăн» — çынсем чăннипе нумай вăхăт ирттерекен вырăн — ĕçлев вырăнĕ. Виççĕмĕш вырăн — пĕрлĕх пурнăçĕнчи якорь, ăна пула çынсем пултарулăх енчен пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ[1]. Кил, ĕç, шкул, институт/университет — пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсем — индивид пурнăçĕнче приоритетлĕ шутланаççĕ. Виççĕмĕш вырăна вара йăпанăç тата рекреаци ролĕ тивет. Апла пулин те, Ольденбург «виççĕмĕш вырăнсем» социумри, экономикăри тата политикăри кирлĕ функцисене тăваççĕ, тет.
Виççĕмĕш вырăн Раççейре
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юлашки çулсенче Раççейре виççĕмĕш вырăн шутне кĕрекен коворкинг тата антикафе анлă сарăлма тытăннă.
Коворкинг
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антикафе
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Антикафе — тивĕçтерӳшĕн мар, шалта ирттернĕ вăхăтшăн тӳлевлĕ уçлăх. Антикафе ахаль каферен ирĕклĕх степенĕпе уйрăлса тăрать: килекенсем хăйсен апат/ĕçмине (хăйсем килте/ кунта хăтĕрленине) çиме пултараççĕ. Чылай чухне антикафене канма/калаçмашкăн компанипе пыраççĕ. Тăтăшах çакăн пек уçлăхсенче тĕрлĕрен мероприятисене, пысăках мар конференцине ирттереççĕ, фильм кăтартаççĕ.
Виççĕмĕш вырăнăн палăрăмĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Виççемĕш вырăнсен тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăннипех виççемĕш вырăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ольденбург, Рэй (2014). Третье место: кафе, кофейни, книжные магазины, бары, салоны красоты и другие места «тусовок» как фундамент сообщества. М.: Новое литературное обозрение
- Oldenburg, Ray (2000). Celebrating the Third Place: Inspiring Stories about the «Great Good Places» at the Heart of Our Communities. New York: Marlowe & Company
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Pete Myers. Going Home: Essays, Articles, and Stories in Honour of the Andersons 2016 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.. Lulu.com. p. 37. ISBN 978-1-291-12167-4
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Коворкинг — что это такое? Определение, значение, перевод 2022 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.