Вики
Ви́ки (акăл. wiki) — сайчен хăйĕн хатĕрĕсемпе ăшлăхĕпе тытăмне пĕрле улăштармалла веб-сайт.
Паллăрах вики-сайт — Википеди.[1]
Пĕрремĕш вики-эреше, [2] программа кодĕн «Портлендри тĕслĕхсен управне», 1995 çулхи пуш, 25 Уорд Каннингем программист хайланă. «Wiki» (пуплевĕ [ви́ки]), тӳррĕнех — «wiki-wiki», ăна хавай чĕлхинчен илнĕ, вăл «хăвăрт» тени пулать. Каннингем малтанах викие «ахаль хыпар онлайн-бази евĕр» тунă.[3]
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш хут «вики» термина веб-сайта çырса кăтартма 1995 çулта Уорд Каннингем, пĕрремĕш WikiWikiWeb вики-системĕна тăваканĕ, кĕртнĕ, вăл çак сăмаха хавай чĕлхинчен («хăвăрт») илнĕ.[4][5] Каярах çак сăмах валли акăлчан бэкронимне What I Know Is... шутласа хунă.[6]
Вики концепцин тупсăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уорд Каннингем тата пĕрлĕ авторĕ Бо Леуф The Wiki Way: Quick Collaboration on the Web кĕнекинче Вики концепцин тупсăмне çапла ăнлантарнă:
- Вики пур хутшăнакана та Вики-сайт çинче сарлатман ахаль веб-браузерпа усă курса кирек епле страницăна редакцилеме е çĕнĕ страницăсене тума май парать.
- Вики тĕрлĕ страницăсем хушшинчи çыхăнусене сисĕмлĕ туйăмпа тунă каçăсем урлă йĕркелесе тытса пырать.
- Вики сăлтавсăр кĕрекенсем валли хатĕрленĕ сайт шутланмасть. Вики хăйĕпе усă куракансене пĕрмай пĕрле ĕçлеме хĕтĕртет.
Палăрту пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Викин çак пахалăхсем пур:
- Хăй вики-хутлăхĕпех (сайтпах), редакторăн таулашĕнчи урăх ятарлă меслетсĕрех. темиçе хучен те текста тӳрлетме май пур
- Особый язык разметки — так называемая вики-разметка, которая позволяет легко и быстро размечать в тексте структурные элементы и гиперссылки; форматировать и оформлять отдельные элементы.[7]
- страницăсен улшăнăвĕсене (версисене) шута илесси: редакцисене танлаштарса пăхни тата малтанхисене тавăрни.
- Улшăну курăмлăхĕ тӳрлетсен тӳрех пулать.
- Ăшлăхне уйăрса ят панă страницăсене кертни.
- Гипертекстлăх: страницăсемпе сайтăн пайĕсем контекст гиперкаçăсем урлă çыхăнаççĕ.
- Автор чылайăшлăхĕ. Хăш пĕр викие сайта кĕрекен пур çын та тӳрлетме пултарать.
Уйрăмлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вики чĕлхипе вики-страницăсем хушшинчи гиперкаçăсем, HTML-чен, курăнуллăрах тата хăрушсăрлăрах шутланаççĕ, мĕншĕн тесен JavaScript тата каскад таблицисен стилĕпе усă курасси анлă мар.
Техника никĕсĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вики-хутлăха тума ятарлă ПХ — вики движокĕ — кирлĕ. Ку сайтăн тытăмлав системин пайăр тĕсĕ пулать, унăн тытăмĕпе ĕçлевĕ ансат, мĕншĕн тесен ăшлăха тытăмлас тата усă курас ĕçсене алăпах тăваççĕ.
Викимедиа фондăн Википедипе урăх сайчĕсене МедиаВики движокĕпе никĕсленĕ.
Вандал ĕçлĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăшпĕр викисен ăшлăхне улăштарма пулать. Çавăн пек викисенче, хӳтлĕхсемпе çуртсене граффити е киревсĕр çырусемпе вараланă евĕрех, хăш чухне кирлĕ мар ăшлăх кĕртекççĕ. Викире çак вараланчăксене тасатма май пур: пăснине тӳрлетме çăмалтарах. Эхер те кам та пулин çине тăрсах вики-сайтпа усă куракансене чăрмав кӳме тăрмашать, ăна тӳрлетме чарак лартаççĕ. Тепĕр енчен, чылай сăтăр тăвас тесен, нумай тар юхтармалла.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ «wiki» Britannica энциклопедире(2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Portland Pattern Repository
- ^ Ward Cunningham’s original description of Wiki 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Correspondence on the Etymology of Wiki, Ward Cunningham, c2.com (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Hawaiian words; hawaiian to english, mauimapp.com (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ The wiki principle, The Economist (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Описание вики-разметки для сайтов на движке МедиаВики можно посмотреть в: Википедия:Как править статьи#Вики-разметка.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]вики Викисăмахсарта? |
- Вики хăех 2007 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. — вики концепцийĕ, кун-çулĕ тата Википеди пирки статья
- Американ ятарлă хĕсмечĕсем Wikipedia вăрттăн аналогне туса хунă 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Компьюлента
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |