Википеди:Çĕнĕ статьясене пуçласси çинчен
Кунта çĕнĕ статьясене мĕнле пуçламалли çинчен каласа панă. Çавăн пекех пăхăр:
- Вики паллисем çинчен: Статьясене тӳрлетесси çинчен
- Википеди: Йĕркесемпе сĕнӳсем — Википедине мĕнле илемлетмелли çинчен, статьясене мĕнле йĕркелемелли çинчен.
Малтанхи сĕнĕвсем
[кодне тӳрлет]- Малтан Википедире шыраса пăхăр, тен ку статьяна сирĕнчен çырнă та ĕнтĕ.
- Çĕнĕ статьяна эпир пур ссылкă урлă пуçлама сĕнетпĕр. Хĕрлĕ ссылкăсем вĕсем пек статьясем çукине палартаççĕ. Вĕсене эсир пуçлама пултаратăр. Тĕплĕрех каярах каласа парăпăр.
- Статья пуçламăшĕнче кĕскен тишкернĕ сăмахçаврăнăшĕ çинчен çырăр.
- Статьяна ят паричен Википеди:Статьясене ят парасси çинчен сĕнĕве вăлама ан манăр. Тĕрĕс ят парсассăн сирĕн статья çине урăх статьясенчен тĕрĕс ссылкăсем лартĕç, сирĕн статьяна хăвăрт шыраса тупĕç.
- Статья ятне уйăрса кăтартма ан манса кайăр. Ку вăл статьян тĕп сăмахне вăлакансе уйăрма пулăшĕ.
Пур ссылкă валли статьяна пуçласси
[кодне тӳрлет]Википедине вуланă чухне эсир хĕрлĕ ссылка курма пултаратăр. Ку Википедире ун пек статья çуккине пĕлтерет. Эсир ăна хăвăр çырса пама пултаратăр.
- Ун пек ссылка çине пусăр. Сирĕн умăрта пушă форма тухĕ.
- Çав формăна статьяпа тултарăр.
- Çырса пĕтернĕ хыççăн статьяна Википедине кĕртĕр. Тархасшăн, сирĕн статья Википедине кĕнипе кĕменнине тĕрĕслесе илĕр. Хăш-пĕр чухне (тĕслĕхрен, эсир статьяна нумай вăхăт çыратăр пулсан) сире малтан статья мĕнле курăннине кăна катартаççĕ. Ун чухне статьяна Википедине халех кĕртменни çинчен хĕрлĕ тĕспе уйăрса кăтартаççĕ.
Çĕнĕ статья пуçласси çинчен
[кодне тӳрлет]Енчен те сирĕн статья валли хĕрлĕ ссылкă çук пулсан, е сирен унăн пек ссылкăсене статьясене шырас килмест пулсан, эсир статьяна урăх мелпе пуçлама пултаратăр. Унăн валли сирĕн статья ятне Шырасси уйрăмĕнчи формăна çырмалла. Кайран вара "Go" кнопки çине пусмалла. Эсир шыракан статья Википедире çук пулсан сире çапла калаççĕ:
No page with this exact title exists, trying full text search.
Унти ссылкă çине пуссассăн сире формă кăтартаççĕ. Малтанхи уйрăмра мĕнле каласа панă çавăн пек статьяна çырăр та Википедине кертĕр. Пулчĕ те.
Ыйтусем пулсан
[кодне тӳрлет]Сире мĕн те пулин ăнланмасăр юлчĕ пулсан Канашлăвра хăвсамăр ыйтăва ыйтăр. Администраторсем сире пулăшĕç.