Википеди:Çĕнĕ статья хатĕрлесси
Кунта çĕнĕ статьяна мĕнле пуçламалли çинчен ăнлантарса панă. Çавăн пекех пăхăр:
- Вики паллисем çинчен: Статьясене тӳрлетесси çинчен
- Википеди: Йĕркесемпе сĕнӳсем — Википедине мĕнле илемлетмелли çинчен, статьясене мĕнле йĕркелемелли çинчен.
Малтанхи сĕнĕвсем
[кодне тӳрлет]- Малтан Википедире шыраса пăхăр, тен, çак статьяна сирĕнтен малтан çырнă та пулĕ.
- Çĕнĕ статьяна пур каçă урлă пуçлама ансат. <u style='color:red'>Хĕрлĕ тĕслĕ каçă</u> статья çуккине палăртать. Çапла вара, çырман статьяна пуçлама пултаратăр. Теплĕнрех каярах каласа парăпăр.
- Статья пуçламăшĕнче кĕскен тишкернĕ сăмахçаврăнăшĕ çинчен çырса парăр.
- Статьяна ят паричен Википеди:Статьясене ят парасси çинчен сĕнĕве вуласа тухăр. Тĕрĕс ят хурсассăн сирĕн статья тĕлне урăх статьясенчен тĕрĕс каçăсем лартĕç, çак сирĕн статьяна хăвăрт шыраса тупас ĕçе çăмăллатать.
- Статья ятне уйăрса кăтартма манса ан кайăр. Ку вара статьян тĕп сăмахне вулакана уйăрма пулăшĕ.
Статьяра тĕл пулнă каçă урлă пуçласси
[кодне тӳрлет]Википедине вуланă чухне эсир хĕрлĕ тĕслĕ каçăсене курма пултаратăр. Вĕсем Википедире çак ятлă статья çуккине пĕлтереççĕ. Эсир çак пушă статьяна кам та пулин çырасса кĕтме, е никама кĕтмесĕрех хăвăр хатĕрлеме пултаратăр.
- Çав каçă çине "шăшин" сăннипе пусăр. Сирĕн ума пушă статьян хорми тухĕ.
- Çав хормăн ăшлăхне статья текстне çырăр.
- Çырса пĕтернĕ хыççăн статьяна Википедине кĕртĕр. Тархасшăн, сирĕн статья Википедине кенипе кĕменнине тĕрĕслесе илĕр. Вики хăш-пĕр чухне (тĕслĕхрен, эсир статьяна нумай вăхăт çыртăр пулсан) сирĕн статья малтан епле курăннине кăна катартать. Ун чухне статья Википедире халĕ вырнаçманни пирки хĕрлĕ тĕслĕ каçă палăртса тăрать.
Çĕнĕ статья пуçласси çинчен
[кодне тӳрлет]Енчен те сирĕн статья валли хĕрлĕ каçă пулмасан е сирен çавăн пек каçăллă статьясене шырас килмест пулсан, эсир статьяна урăх мелпе пуçлама пултаратăр. Çак чухне сирĕн статья ятне Шырасси уйрăмĕнче çырмалла. Кайран вара "Go" тӳми çине пусмалла. Эсир шыракан статья Википедире çук пулсан, çакăн пек пĕлтерӳ тухать:
No page with this exact title exists, trying full text search.
Çавăнти каçă çине пуссассăн сире тепĕр формăллă страницăна çитереççĕ. Малтанхи уйрăмра епле ăнлантарса панă, çавăн пек йĕркепе статьяна çырăр та Википедине кĕртĕр. Пулчĕ те.
Ыйтусем пулсан
[кодне тӳрлет]Эсир мĕн те пулин ăнланмасăр юлтăр пулсан, Канашлăвра хăвăр ыйтăва çырса лартăр. Администраторсем сире тарават пулăшĕç.