Контент патне куҫ

Википеди:Автор прави

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш Википедине хутшăнакансен автор прависене пăхăнса ĕçлемелле. Автор прависене çак йĕркесем тытса пыраççĕ:

Чăваш Википедийĕнче текстлă пур материал GFDL лицензийĕ йĕркипе сарăлаççĕ, çавăнпа çак материала кирек епле никĕспе (коммерцилле те) сарма, улăштарма, усă курма юрать пулин те, çапах лицензи пултăкра юлать, Википедине çăлкуç тесе кăтартмалла. Википедире улăштармалла мар уйрăм-пайсем çук (умĕнчи тексчĕсем те, хыçĕнчи тексчĕсем те).

Берн литературăпа илемлĕ ĕçсене хӳтĕлев конвенциийĕпе килĕшĕвĕсемпе[9] автор прави яланхилле йĕркеленет. Хӳтĕлев паллисĕр ĕç те автор правин объекчĕ пулма пултарать.

Урăх çĕртен куçарса илнĕ текста çырмалли статьяра усă курни

[кодне тӳрлет]

Çак текста чăваш Википедине кăтартнă никĕссенчен пĕрринпе килĕшӳллĕ пулсан çеç кĕртме юрать:

  • эхер те çак текст пĕрлĕхĕн тивĕçлĕ пурлăхĕ (АПШ-ри пек те, епле патшалăхра туса кăларни пек те) шутланать;
  • эхер те çак текст автор правин объекчĕ шутланмасть (тĕслĕх, хăш çĕршыв саккунĕсем çак текстсем ĕретне урăх официаллă хутсене, халăх пултарулăхне (фольклор), транспорт епле вăхăтра ăçта куçнине (расписани) тата телекăларăм программине хураççĕ);
  • эхер те эси хăвăр çак текстăн авторĕ пулаттăр та ăна сарма, улăштарма тата унпа усă курма килĕшеттĕр (çав шутра коммерцилле те) GFDL лицензи никĕсне пăхăнуллă;
  • эхер те çак текстăн правăн харпăрçи ăна GFDL лицензин никĕсĕпе сарма, улăштарма тата унпа усă курма (çав шутра коммерцилле те) ирĕк пачĕ пулсан.

Тинкерӳ! Çырса илнĕ чух йăнăш пуласран тĕрĕслĕхне тата авторсен йышне илес çăлкуçĕсенче тĕпчемелле.

Аякри текстсене статья çырнă чух усă курни

[кодне тӳрлет]

Статья объекчĕ çинчен пĕлтернĕ чухне фактсене (фактлă хыпара) çырса кăтартма юрать. Хыпар цитатисен калăпăшĕ пĕлтермелĕх кирлĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

Статья çырнă чух ӳкерчĕке уса кĕртни

[кодне тӳрлет]

Чăваш Википедине ӳкерчĕксене кĕртсе лартнă чух ӳкерчĕксемпе усă курмалли тата ӳкерчĕксене лицензилесе туса пымалли йĕркесене пăхăнса ĕçлемелле.

Автор прависене пăснишĕн мĕн тумалла

[кодне тӳрлет]

Статьясем

[кодне тӳрлет]

Ахăртнех туса хунă çĕнĕ статьян ăшне ирĕклĕ мар çăлкуçран куçарса илнĕ тата викилемен пулсан, хăвăрт кăларса пăрахмалли критерин йĕркипе ăна тӳрех кăларса пăрахма пултараççĕ. Çакна тумашкăн статьян пуçне {{db-copyvio|url=вăрланă çăлкуç}} шаблона лартмалла, вара статьяна кĕске вăхăтрах администраторсем кăларса пăрахаççĕ. Статьяна çыракан хутшăнакана вали çăкăн чух {{subst:nothanks cv|статьян ячĕ|вăрланă çăлкуç}} пĕлтерӳ хăвараççĕ.

Автор правине пăснă статьяна тӳрех асăрхаман чух е статьяри материала вики йĕркипе лайăхлатнă пулсан, {{copyvio|url=вăрланă çăлкуç}} шаблона лартмалла. Çак статьяна вăхăтлă страницăра (статья ячĕ/Temp) тӳрлетсе юсамалла. Енчен те статьяна эрне хушшинче йĕркене кĕртмесен — кăларса пăрахмалла.

Эхер те автор прависене пăсаканĕ татăка (фрагмента) малтан çырнă статьяна кĕртнĕ пулсан, çак тӳрлетĕве каялла куçармалла, комментарисенче мĕншĕн тавăрнине тата текстăн автор прависенене пăсакан çăлкуçне кăтартса çырмалла.

Ӳкерчĕксем

[кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕксемпе епле усă курмалли пмрки Википеди:Ӳкерчĕксене лицензилени статьяра вулăр. Хыпарсăр, автор ячĕсĕр е лицензисĕр кĕртнĕ ӳкерчĕксене {{subst:nld}} шаблонĕпе палăртмалла, «Сӳтсе-явасси» страницинче ӳкерчĕке кĕртнĕ хутшăнакан валли лицензи хыпарĕсĕр кĕртнĕ ӳкерчĕке эрне хушшинче кăларса пăрахма пултарни пирки пĕлтерӳ {{subst:Image status ask|Ӳкерчĕк:ӳкерчĕк ячĕ}} шаблонне лартмалла.

Асăрхаттарни

[кодне тӳрлет]

Вăрланă хыпарпа усă куракан хутшăнакана асăрхаттармалла, сӳтсе-явмалли страницăна {{subst:cv|<вăрланă хыпарлă статьян ячĕ>}} шаблона лартмалла. Çакăн хыççăн йĕркене татах пăсать пулсан, {{subst:cv warning}} шаблонпа асăрхаттармалла. Автор прависене пĕрмаях пăсакансене ырă кăмăл сĕнни пулăшмасан, пăсакан умне чарак лартаççĕ.

Автор прависене пăснăшăн яваплăх

[кодне тӳрлет]

Автор правине пăснăшăн Википедин йĕркисемпе административлă тăвăмпа, пĕтĕмлĕ чарса пăсакана сайта кĕме чараççĕ.

Википеди тулашĕнче автор прависене пăснăшăн административлă, криминал тата граждан яваплăх виçисемпе айăплама пултараççĕ.

Административлă тата криминал ĕçĕсене правана пăснă çĕрте, граждан тавăçĕсене — пăсакан пурăнакан çĕрте пăхса тухаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[кодне тӳрлет]

Каçăсем

[кодне тӳрлет]