Википеди:Ботсемпе усӑ курмалли йӗркесем
Курӑнакан калӑплав
Çак страница чăваш Википедин йĕркесемпе ертӳлĕхсен пайĕ шутланать. Кунта çырса хунине мĕнпур хутшăнакан пурнăçлама тивĕç. Тӳрлетес умĕн улăштарнисем консенсуса татăçуллă пулнине пăхса ĕненĕр. Эхер те иккĕленетĕр пулсан, канашлура е сӳтсе явмалли страницăра çак ыйтăва пăхса тухăр.
|
Википеди:Ботсемпе усă курмалли йĕркесем мĕнпур роботсемпе автоматланă скриптсен ĕçне йĕркелесе тăраççĕ.
Тĕп ăнлавсем
[кодне тӳрлет]- Роботсем (кĕскен «ботсем») — скриптсем хӑйсем ҫине илнӗ ҫын тӗрӗслевӗ кирлӗ мар чухнехи ӗҫе, пит нумай та тӑтӑш тумалли тӳрлетӳсем.