Контент патне куҫ

Википеди:Нумай тĕл пулакан ыйтусен хуравĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кунта эсир час тĕл пулакан ыйтусемпе вĕсен хуравĕсене тупма пултаратăр.

Пĕтĕмĕшлисем

[кодне тӳрлет]

Страницăн йĕри-тавра вырнаçнă каçăсемпе пускăчсем мĕне пĕлтереççĕ?

[кодне тӳрлет]

Вĕсем çине пуссан мĕн пулассине тĕплĕнрех Википеди:Менюне ăнлантарса пани страницăра тупма пултаратăр.

Хăш-пĕр саспаллисем вырăнне е ыйту палли е пушă тăваткал тухса ларать. Ман шрифтсене çĕнетмелле-и?

[кодне тӳрлет]

Çапла, сирĕн системăра хăш-пĕр саспаллисем валли шрифтсем çук. Arial Unicode MS лартсан вĕсем курăнма пуçлĕç. Ку шрифт Microsoft Office пакета кĕрет, унта шыраса пăхăр.

Википедине тӳрлетесси

[кодне тӳрлет]

Интервикисене лартнă чухне манăн чăваш уйрăмĕ çине кашни чĕлхе уйрăмĕсенче интервики лартса тухмалла-и? Çăмăллатакан хатĕр çук-и?

[кодне тӳрлет]

Икĕ уйрăма çыхăнтарни çителĕклĕ — вырăс, нимĕç е акăлчан уйрăмĕпе çыхăнтарма сĕнетпĕр (икĕ еннеле те). Ыттисене вара кайран интервики бочĕсем лартса тухĕç. Тӳрех интервикисем çĕнелессе кĕтмелле мар — ку темиçе уйăха та тăсăлма пултарать.

Тирене çăмăлрах майпа лартма май çук-и?

[кодне тӳрлет]

Тирене лартма эсир Alt+код мелпе усă курма пултаратăр:

  • 0150 – (тире)
  • 0151 — (вăрăм тире)
  • 0133 … (нумай пăнчă палли)

Çавăн пекех чăваш сарăмне лартсан — ку саспаллисене Alt пускăч урлă çырма пултаратăр.

Урăх çĕре куçаракан кода мĕнле çырмалла?

[кодне тӳрлет]

Ку ят урăх ятлă статья çине кăтарттăр тесен çирĕн статьяра çапла çырмалла: #REDIRECT [[Статья ячĕ (ăçта куçĕ)]]. Урăх вара нимĕнле текст та çырма кирлĕ мар. Тӳрех темиçе страница çине куçарма май çук.

Мана статьян вăрăмăшĕ питĕ пысăк пулни пирки асархаттараççĕ

[кодне тӳрлет]

Ку статья чăнах та питĕ вăрăм. Çавăнпа та ăна темиçе статья çине пайласа кĕскетме тăрăшмалла. Кĕскетнĕ чухне статьяна çав 32 Kb çитерес тесе текстне хуратма кирлĕ мар — статьяна темиçе пая (кашнине уйрăм статья туса) пайлăр.

Ӗçленĕ чухне тухакан ыйтусем

[кодне тӳрлет]

Эпĕ çĕнĕ статья çыртăм, анчах та ăна Шырав урлă утпма май çук

[кодне тӳрлет]

Ку вăл Википеди серверĕсен уйрăлăхĕ. Шырав урлă тупăнакан пулма сирĕн кĕтме тивĕ. Пĕр-ик кун та, уйăх таран ку вăхăт тăсăлма пултарать.

Ботсем камсем вĕсем?

[кодне тӳрлет]

Ботсем кулленхи ĕçе тума пулăшаççĕ. Тĕплĕнрех Википеди:Ботсем статьяна пăхăр.