Википеди:Пайăр ятсене çырасси
Курӑнакан калӑплав
Пайăр ятсене çырнă чухне çак йĕркесене пăхăнмалла:
- Чăваш чĕлхинче вăл ят çук пулсан — вăл ытти чĕлхесенчен кĕрет.
- Енчен те ятăн халахра йышăннă ячĕ пур пулсан — çав йышăннă ята усă курмалла. Тĕслĕхрен, Нью-Йорк хулине Çĕнĕ Йорк тесе çырса пăтранмалла мар. Анчах та хăш-пĕр çĕнĕ куçарăвсене халăх йышанать пулсан вĕсене усă курмалла. Тĕслĕхрен, Великобритани вырăнне Аслă Британи тесен те меллĕ пулать. Çынсем ăна ăнланаççĕ.
- Енчен те халăхра йышăннă ячĕ çук пулсан — хăш чĕлхерен кĕнĕ, çавăн пек çырмалла. Ытларах енĕпе чăваш чĕлхине ятсем вырăс чĕлхинчен кĕреççĕ — çавăнпа та унпа усă курмалла. Анчах та вырăс чĕлхинче те самай усă куракан вариант çук пулсан — вара тăван чĕлхинчен чăваш чĕлхи çине куçармалла.
- Чăвашла ячĕ пур пулсан — чăвашлине усă курма тăрăшмалла.
- Енчен те ячĕсенче чăваш чĕлхине пăхăнманлăхсем пур пулсан — вĕсене ... /кунта шухăшламалли пур./