Википеди сӳтсе явмалли:Йĕркесемпе кăтартусем
Курӑнакан калӑплав
Ӗҫ йӗрки
[кодне тӳрлет]Чӑваш википедийӗнче ман шутпа тахҫанах йӗрке тума вӑхӑт. Атьӑр тӗп никӗсе тата хушма ӗҫ йӗркисене палӑртар. Пуҫламӑшне хатӗрлерӗм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:58, 30 Авӑн уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӗрӗс шухӑш. Йӗрке тумаллах.
- Ман шутпа, чи тӗпписенчен пулмалла:
- хальхи чӑваш тӗрӗс ҫыру йӗркине пӑхӑнни;
- тӗрӗс чӑваш сас паллисене, ҫыру паллисене усӑ курасси (ку ӑ, ӗ тата ҫ сас паллисене, вӑрӑм тире, вӑтам тире тата дефис ҫыру паллисене усӑ курнире палӑрать);
- ҫӗнӗ сӑмахсене кӗртес умӗн канашласа илесси (те пӗр-пӗр ҫӗрте чат тумалла, тӗсл., Telegram-ра).
- Пеопл (сӳтсе явни) 09:42, 2023, чӳк, 24 (UTC)
- Кам санпа пит канашлас тейĕ-ши? Хăвăнпа ху канашласан кăна. Сăмах пирки, ăна кĕртичченех, епле канашлама пулать? Постфактум çеç çапла тума май пур. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:19, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
Ертӳлӗхсем?
[кодне тӳрлет]Ертӳлӗхсем — ку сӑмах «Руководства» тени-и? Ун пек пулсан каймасть, урӑхла куҫармалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:40, 2 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ерт- тени мĕнне пĕлетĕн вĕт. Тата мĕн кирлĕ? Кашни форма тĕлĕшпе чăмласа памасан та. Çав тымартанах хуть те мĕн ăстала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:15, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
Вырăс чĕлхинчи «руководство»
[кодне тӳрлет]Икĕ пĕлтерĕш пур: 1)Ертсе пыракан çынсен (персонăсен) ушкăнĕ2)Инструкцисен ушкăнĕ.
Вырăс чĕлхинче çапла пулсан, чăваш чĕлхинче те аплах пулма пултарать Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:26, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)
- @Ellodanis5, аплах пулма пултарать-ха, анчах пулмаллах мар ҫав. Расна чӗлхе, расна палӑрту. Ертӳлӗх тени темле ертсе пыракан орган пек туйӑнать, а эсӗ палӑртнӑ 2-мӗш пӗлтерӗше ерткӗч сӑмахпа паллӑ тумалла пуль. Пӗлкӗч (справочник) сӑмахпа ҫыхӑнтартӑм. Пеопл (сӳтсе явни) 21:39, 24 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)