Виммельбух
Виммельбух (ним. Wimmelbuch, ним. Wimmelbilderbuch сӑмахран кӗскен — «куҫ шартаракан ӳкерчеклӗ кӗнеке» пулать) — ача-пӑча валли юри хатӗрленӗ пысӑк форматлӑ, илемлӗ ӳкерчӗксемпе туллин капӑрлатнӑ тӗнче тавракурӑмне курса ӑнланма май паракан аталану кӗнеки. Ҫавӑн пек кӗнекесем нимӗҫ кил-йышӗсенче анлӑн сарӑлнӑ пулнӑ. Раҫҫейпа ытти кӳршӗ ҫӗршывсенче виммельбух кӗнекисене 2000-ҫҫ. пуҫламӑшӗсенчен пичетлесе кӑлараҫҫӗ.
Виммельбух кӗнекисенче ҫырнинчен ытларах ӳкерчексем вырнаҫтараҫҫӗ (е пачах ҫырнисӗр), ӳкерчӗкӗсем вара курма кӑсӑклӑ пулма чылай тӗрлӗ тӗслӗ вак-тӗвексем хушаҫҫӗ, пӗрре пӑхма ҫав кӗнеке комикса аса илтерет. Кашни кӗнекен хӑйӗн кун, уйӑх, ҫул хушшинче кӑсӑклӑ та илӗртӳллӗ пулса иртнин паттӑрӗсем пур. Ку ачана кашнинчех ӳкерчӗксене ҫӗнӗрен «вулама» тата ҫӗнӗ калавсене шутласа кӑларма май парать. Тавракурӑмпа паллаштарасси, калаҫма тата шухӑшлама вӗрентесси ҫак кӗнекен тӗп тӗлӗ.
Виммельбухсен кун-ҫулӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Что такое виммельбухи и почему дети их обожают (Клевая мама, 13.06.2016)
- Вимельбухи завоевывают книжный рынок 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. (Читомо, 01.12.2016)
- Darjan Hill: Die Wiederentdeckung der Wimmelbilder — von «wo ist Walter» bis Breughel. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Hochschule für Gestaltung und Kunst, Basel 2010 (flash).
- Beitrag über Wimmelbücher: Nutzen, Themen, Autoren und Herkunft bei wimmelbild-buecher.de