Контент патне куҫ

Виноградов Юрий Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Юрий Михайлович Виноградов — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, профессор, Чăваш Енĕн вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ..

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пушкăрт Республикин Ишимпай районне кĕрекен Йĕкенпуç ялĕнче 1946 çулхи кăрлач, 1 çуралнă. 1960 - 1964 çулсенче Пелепей педагогика училищинче пĕлу пухнă. 1965- 1970 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ.

Институт хыççăн Вăрмар районĕн Тупах шкулĕнче ĕçленĕ, каярахпа (1970 - 1074) Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература кафедри çумĕнчи аспирантурăра вĕренннĕ. 1974 - 1977 çулсенче Чăваш Республикин Министăрсен Канашĕ çумĕнчи наука тĕпчев институтенче тăрăшнă.

1975 çулта "Конструкции с прямой и косвенной речью и несобственно прямая речь в современном чувашском литературном языке" темăпа кандидат дисертацине хӳтĕленĕ. 1977 - 1996 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçленĕ.

1995 çултанпа Чăваш Республикинчи вĕрентӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕнче ĕçлет.

Уйрăм кăларăмсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]