Владимиров Виталий Владимирович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Владимиров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Владимиров Виталий Владимирович — вĕрентӳçĕ. 1925 çулхи утă уйăхĕн 18 Чăваш Енĕн Патăрьел районĕн Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă.

Халăх çут-ĕçĕн отличникĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ен пĕлӳçи. Патăрьел районĕн чаплă гражданинĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1945—1954 çулсенче Çар-Тинĕс вĕренӳ заведенийĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Кивĕ Катек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, директор вырăнĕнче вăй хунă.

Самай вăхăт районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен райсовет председателĕ пулнă.