Контент патне куҫ

Тĕменçĕ (çарти хисеп)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Вунпинçĕ (çарти хисеп) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕменçĕ пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тĕмен пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Темник пăхăр.

Тĕменçĕ («тĕмен» — вунпин, туркк. tümen, каз. түмен, тут. төмән) — Тĕрĕк хаканлăхĕнчи паллă феодалсен йышĕнчен тухнă çарпуçĕ — вунă пин йыш çарçăран тытăнса тăракан тактика шайĕнче йĕркеленĕ çара ертсе пыраканĕ. Хана пăхăнса тăнă[1].

Терминологи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăсла тĕменçĕ темник пулать, ăна Ылтăн Уртари тумэнбаши (тĕменпуç сăмахран тухнăскер) тенĕ; çак хисеппе аслă çарпуçлăх йышĕнчи пайташсене тивĕçтернĕ.

Акăлчан чĕлхинче «тĕменçĕ» термина general, emir сăмахсемпе куçараççĕ. Тĕменçĕ вунă пин çарçăпа командăланă, хана пăхăнса тăнă. Тĕменçĕсенчен хăшĕ-пĕри Урта историнче, сăмахран, Нухай, Мамай, Едигей, Бурундай, тарăн йĕр хăварнă. Супетей-пăхатыр тата Джэбэ-нойон вăрçă канашçисем çаплах тĕменçĕсем пулнă. Тĕменçĕне пинçĕсем е ата-тĕмен(çĕ)сем (вырăсла каласан — атамансем) пăхăнса тăнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Темник // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.