Вутланти шкул музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вутланти шкул музейĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Вутланти вăтам шкулăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă.

Пĕтĕмĕшле çырни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкул историйĕн музейне Александр Ананьевич Ананьев вĕрентӳçĕ пуçарнипе 1990 çулта уçнă. Музее 6322-мĕш нумĕрлĕ çирĕплетӳ хучĕ (свидетельство) панă. Музейĕ виçĕ уйрăмран тăрать: шкул историйĕ, этнографи, пĕтĕмĕшле уйрăм. Шкул историйĕн уйрăмĕ экспоначĕсемпе пуян. Кунта тĕрлĕрен çулсенче шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсен сăнӳкерчĕкĕсем, асаилĕвĕсемпе шкула парнеленĕ япаласем упранаççĕ. Çулсеренех çамрăк тăван ен тĕпчевçисем тăван шкул, тавралăх çинчен çулçыравсене пухаççĕ. Музейра уçă уроксем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕлпулусем-калаçусем ирттереççĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]