Высоцкий Владимир Сергеевич
Владимир Сергеевич Высоцкий — адмирал[1] , РФ ТÇФ Лапкă океан флочĕн çарпуçĕ.
Çак ĕç вырăнĕнче флот адмиралне В. В. Масорина улăштарнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Владимир Высоцкий 1954 çулхи çурла, 18 Львов облаçĕн (Украина ССР-ĕ) Каморно ялĕнче çуралнă.
1976 çулта Севастопольти Хура тинĕс аслă çар-тинĕс училищинчен вĕренсе тухать, хыççăн Лăпкă океан флотĕнче кимĕне хирĕç мăн карапăн минăпа торпеда çапăçу пайĕн кимĕне хирĕç ушкăн командирĕ пулса хĕсметре тăрать, кайран минăпа торпеда çапăçу пайĕн командирĕ ĕç вырăнне йышăнать, тепĕртакран «Адмирал Сенявин» крейсерăн управлени командирĕн пулăшуçи, ракета крейсерĕн командирĕн аслă пулăшуçи (аспул) пулса тăрать.
1982 çулта ТÇФ ятарлă аслă офицер курсĕсенче пĕлӳ пухнă хыççăн «Минск» йывăр авиа крейсерăн командир аслă пулăшуçи пулма сĕнеççĕ.
1990 çулта Тинĕс-çар академине ăнăçлă вĕçлесен (ылтăн медальпе)[2], Лăпкă океан флотĕнче йывăр авиа крейсер командирĕ ĕç вырăнĕнче хĕсмете туртать [3], 1992 çултанпа ЛОФ ракета карапĕсен дивизи командирĕн çумĕ, 1994 çултанпа — ЛОФ ракета карапĕсен дивизи командирĕ.
1999 çулта Раççей Федераци Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Тĕп штаб çар академине ылтăн медальпе вĕçлет[4] те ăна Çурçĕр флочĕн штаб пуçлăхĕ —Кольă флотилин тĕрлĕ вăйĕсен çарпуçĕн пĕрремĕш çумĕ, 2002 çулхи кăрлач, 21 çак флотилине ертсе пынă.
2004 çулхи çурла, 20 штаб пуçлăхĕ— Балти флочĕн çарпуçĕн пĕрремĕш çумĕ.
2005 çулхи авăн, 26 Раççей Федераци Президенчĕн 1108-мĕш №-лĕ Хушăвĕпе Çурçĕр флочĕн çарпуçĕ туса хураççĕ.
2007 çулхи авăн, 12 Раççей Федераци Президенчĕн Хушăвĕпе Раççей Федерацин Тинĕç-Çар флочĕн тĕп çарпуçĕ ĕç вырăнне лартаççĕ.
2008 çулхи ака, 4 пресс-конференцинче ТÇФ çывăх тата пулас планĕсене палăртса каланă)[5].
Çар хисепĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Тăван Çĕршыв умĕнче хастар ĕçсемшĕн» орден 4 степеньлĕ с изображением мечей (вручен 1.10.2008)
- «Вăрçă хастар ĕçĕсемшĕн» орден[2]
- « СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче хĕсметре тăнăшăн» III степеньлĕ орден [4].
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Адмирал авланнă, унăн икĕ ача.
Ăратри пиччĕшĕ — Совет Союзĕн Паттăрĕ генерал-полковник Евгений Высоцкий, малтан Раççей Федерацин Хӳтĕлев министерствин кадрсене хатĕрлес тата ĕçе вырнаçтарас тĕп управленийĕн пуçлăхĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Хӳтĕлев Министерстви сайтĕнчи çĕнĕ хыпарсем
- ^ 1 тата 2 «Назначен новый главком ВМФ России»,
- ^ Тума тытăннă авианосец «Варяг»экипажĕн командирĕ пулма çирĕплетеççĕ, анчах та карапăн тинĕсе тухасси ăнмасть: тумалли ĕçсене 1992 çулхи кăрлачра чарса хураççĕ, кайран карапа китайсене сутса яраççĕ.
- ^ 1 тата 2 «Адмирал Владимир Высоцкий» 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. «Деловой Петербург» ISSN 1606-1829 (Online) 13 сентября 2007 года
- ^ «Главкомы обещают океан мощи»,
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |