2006
Курӑнакан калӑплав
Çулсем |
---|
2002 • 2003 • 2004 • 2005 — 2006 — 2007 • 2008 • 2009 • 2010 |
Вуннăçуллăхсем |
1980-мĕш • 1990-мĕш — 2000-мĕш — 2010-мĕш • 2020-мĕш |
Ĕмĕрсем |
XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр — XXII ĕмĕр |
Çулталăк ячĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш Енре — ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ.
- ПНО — Пĕтĕм тĕнчери пуш хирсемпе пушхирленнин çулĕ
Пулса иртнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăрлач
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кăрлач, 2 — Германири Бад-Райхенхаль хулинче каток тăрри персе аннă. 30 çын аманнă.
- Кăрлач, 3 — Чехинчи Острава хулинче «Lidl» суту-илӳ сетьне кĕрекен супермаркетăн тăрри персе аннă.
- Кăрлач, 11 — Apple Intel процессорĕ çинчен пуçтарнă пĕрремĕш компьютера кăтартнă.
- Кăрлач, 11 — Египетра Каиртан 46 çухрăмра туристсен автобусĕ аварине лекнĕ. 6 çын вилнĕ, 25 аманнă.
- Кăрлач, 13 — Краснодар Енĕнче Краснодартан Минерал Шывĕсене каякан пуйăс ПАЗ автобуса çапса кайнă. 21 çун вилнĕ, 5 çынна пульницăна ăсатнă.
- Кăрлач, 13 — АПШ самолёчĕсем Пакистанра вырнаçнă Дамадола ялне аркатнă. 17 çын вилнĕ, вĕсем шучĕнче ачасемпе хĕрарăмсем.
- Кăрлач, 16 — Мускава Путинпа Германин федераллă канцлерĕ Ангела Меркель тĕл пулнă.
- Кăрлач, 16 — Амур облаçĕн Белогорск районĕнчи Возжаевка посёлокĕ патĕнче Су-24 бомбардировщик персе аннă. Пилочĕсем самолётран тухма ĕлкĕрнĕ.
- Кăрлач, 16 — Владивосток хулинче вăйлă пушар пулса иртнĕ. Çынсем, пушартан сыхланас тесе, нумайăн çӳлти хутлăхсенчен сиксе аманнă. Пурĕ 9 çын вилнĕ. Ку пăтăрмах Владивосток хулине вăйлă пăлхатнă.
- Кăрлач, 17 — Тутар проливĕнче «Зейна-Мару» ятлă шхуна путнă. 12 çынран пĕрине çеç çăлма ĕлкернĕ.
- Кăрлач, 17 — Чулхула облаçĕн Павлово хули патĕнче «Газель» микроавтобус Ока юханшывĕ урлă каçнă чухне пăр айне анса кайнă. 6 çын путса вилнĕ.
- Кăрлач, 19 — Тува республикинче Мăн Енисей урлă каçнă чухне КАВЗ автобус пăр айне анса кайнă. Пĕр çын вилнĕ, 20 çынна çăлнă.
- Кăрлач, 20 — Венгрин хĕвелтухăç енче Ан-24 самолёт персе аннă. 44 çын вилнĕ. Самолет Приштинăран Кошицене вĕçнĕ пулнă.
- Кăрлач, 22 — Грузине Раççейрен террактсене пула электроэнергипе газ çитме пăрахнă. Çавăн пекех газ Арменине çитме пăрахнă.
- Кăрлач, 23 — Черногори Республикинче Биело Полерен тухнă пуйăс çул çинчен тухса кайса 100 метр тарăнăш ущельене персе аннă, 44 çын вилнĕ, 198 аманнă.
- Кăрлач, 27 — Швецири Арвика хули патĕнче автобус аварине лекнĕ. 7 çын вилнĕ, 41 çын аманнă.
- Кăрлач, 27 — Австрири Мариацелль хулинче хула ратушин çурчĕ персе аннă. Çурт ишĕлсе анма пуçланине вăхăтра асăрханине пула никам та аманман.
- Кăрлач, 28 — Польшăри Катовица хулинчи курав центрĕн тăрри персе аннă. 60 çын вилнĕ, 140 ытла çын аманнă.
Нарăс
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Нарăс, 10 — Турин хулинче Хĕллехи XX-мĕш олимпиада уçăлнă.
- Нарăс, 13 — «Пресса» издательствин çурчĕнче пушар тухнă. Çурчĕ çунса кайнă хыççăн «Комсомольская правда», «Парламентская газета» хаçатсем пӳлĕмсĕр юлнă. Çулăмра пĕр çын вилнĕ.
- Нарăс, 13 — Стамбулри супермаркетра сирпĕнӳ пулнă. Пĕр çын вилнĕ, 12 аманнă.
- Нарăс, 13 — Испанин Барселона хулинче «3GSM World Congress» ятлă мобиллă телефонсен куравĕ уçăлнă.
- Нарăс, 15 — Мускавран 33 çухрăмра юсав ĕçĕсене иртернĕ вăхăтра нефтепровод трубине пăснă. Çĕр çине 20 тонна нефть юхса тухнă.
- Нарăс, 16 — Грецири Стримонас хули патĕнче пассажир пуйăсĕ грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ, 30 аманнă. Сапăннă хыççăн пуйăсăн пур вагонĕ те рельсăсем çинчен тухса кайнă.
- Нарăс, 16 — Раççейре терроризмпа кĕрешекен коммитета туса хурасси çинчен алă пунă.
- Нарăс, 17 — Арави тинĕсĕн Аден заливĕнчи Джибути Республикăн çыранĕсем патĕнче АПШ çарĕн икĕ вертолёт персе аннă. Икĕ аманнă çынна çăлнă.
- Нарăс, 17 — Филиппинти Лейте утравĕ çинче вырнаçнă Гуинсаугон фермер общини оползень айне пулнă. Общинă çиĕнчи çĕр хулăнăшĕ 30 метра çитет. Пурĕ 117 çын çылăннă, çĕр айне пулнă çынсен шучĕ 1 400 çынран пуçласа 3 пинчен çитме пултарать тесе шутлаççĕ.
- Нарăс, 23 — Мускавра Басман пасарĕн тăрри ишĕлсе аннă. 66 ытла çын вилнĕ. Тăрри ирхине ишĕлсе аннă пулсан та пасарта вăл вăхатра çынсем нумай пулнă.
Пуш
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пуш, 7 — Индири Варанаси хулинче икĕ сирпĕнӳ пулнă. Пĕри храмра пулса иртнĕ, тепри — чукун çул станициĕнче. 6 çын вилнĕ, 60 çын ытла аманнă.
- Пуш, 7 — Аддис-Абебăра сирпĕнӳ пулнă. Пĕри хăна çурчĕнче пулнă, тепри пасарта. Тăватă çын вăйлă аманнă.
- Пуш, 7 — Тулăпа Липецк облаçĕсен чикки патĕнче автобус грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ.
- Пуш, 18 — Тюменьре вырнаçнă спортзалта сирпĕнӳ пулнă. Стенасемпе тăрри персе аннă. Спортзалта вăл вăхăтра пулнă 10 çынран 2 вилнĕ.
- Пуш, 19 — Мускаври метрора пăтăрмах пулса иртнĕ. Строительсем свай çапса ăна метро туннелĕ ăшне çапса кĕртнĕ,вăл вăхăтра тоннель тăрах иртекен пуйăса çĕмĕрнĕ. Пăтармахра никам та аманман.
- Пуш, 19 — Белоруссире президент суйлавĕ иртнĕ. Суйлав тăрăх Александр Лукашенко çентернĕ.
- Пуш, 24 — Францири Мюлуз хулинчи вĕренӳ заведениĕнчи лаборатори сирпеннĕ. Лаборатори çурчĕ ишелсех аннă.
- Пуш, 26 — Украинăра парламент суйлавĕ иртнĕ.
- Пуш, 31 — Иранра Рихтер шкали тăрăх 5 баллă çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. 2 çын вилнĕ, 50 патнелле аманнă.
- Пуш, 31 — Бахрейн çыранĕсем патĕнче паром шыва путнă. 150 пассажиртан 60 çеç çылма ĕлкернĕ.
Ака
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ака, 1 — Бразилири Рио-де-Жанейрăран 100 çухрăм тухăçнелле LET 410 самолёт персе аннă. 19 çын вилнĕ.
- Ака, 3 — АПШра С-5 çар транпорчĕн самолёчĕ çĕре персе аннă. Самолётра вăл вăхатра пулнă 10 çына госпитале ăсатнă.
- Ака, 6 — Китайри Хэнань провинциĕнче пысăк автоавари пулнă. 130 машина патнелле пĕр-пĕрин çине çапăннă. 4 çын вилнĕ, 10 аманнă.
- Ака, 10 — Индири Меерут хулинче пасарти пушарта 100 çын çунса кайнă.
- Ака, 11 — Китайри Шаньси провинцинче пульница сирпĕнсе кайнă. 27 çын ытла вилнĕ.
- Ака, 24 — АПШан Анкоридж хули патĕнче икĕ самолёт çапăннă. Пурĕ 5 çын вилнĕ.
- Ака, 24 — Египетра виçĕ сирпĕнӳ пулнă. 22 çын ытла вилнĕ, 150 çын аманнă.
Çу
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çу, 3 — Сочи патĕнче «Армени авиалиниĕсен» А320 самолёчĕ персе аннă. 113 çын вилнĕ.
- Çу, 12 — Нигеринче нефть таварĕсен труби сирпĕннине пула 200 çын патнелле çунса кайнă.
- Çу, 25 — Порга (Бенин) хули патĕнче бензин туртаракан машина сирпенсе кайнине пула 38 çын вилнĕ, 65 аманнă.
- Çу, 27 — Индонезири Ява утравĕнче Рихтер шкали тăрах 6,2 баллă çĕр чĕтренĕвĕ пулнă. 5 пин çын ытла вилнĕ.
Çĕртме
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çĕртме, 3 — Черногори парламенчĕ патшалăх урăх никама та пăхăнманнине йышăннă, Черногори уйрăм патшалăх пулса тăнă.
- Çĕртме, 25 — Турцири Манавгат хулинче сирпĕнӳ пулнă. 4 çын вилнĕ, темиçе теçетке çын аманнă.
Утă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Утă, 3 — Испанири Валенси хулинчи метрора пуйăсăн икĕ вакунĕ рельçăран тухса кайнине пула 34 çын вилнĕ, нумайăшĕ аманнă.
- Утă, 5 — Discovery космос карапне МКС станцийĕ патнелле хăпартса янă.
- Утă, 6 — ДКХР Taepodong-2 ракетисене ярса пăхнă. Пурĕ тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх 2, е 6 ракета янă. Ку АПШпа унăн союзникĕсене питĕ килĕшмен.
- Утă, 9 — Иркутск аэропортне ларнă вăхăтра A-310 аэробус çунса сирпĕнсе кайнă. 130 çын ытла вилнĕ, 70 ытла аманнă.
- Утă, 10 — Пакистанăн хĕвелтухăç енче Fokker самолёт персе аннă. 45 çын вилнĕ.
- Утă, 12 — Ливанти Хизбалла юхăм çыннисем Израилĕн икĕ салтакне тыткăна илнĕ хыççăн Ливанпа Израиль хушшинче хирĕçӳ пуçлaннă. Хиреçӳ пĕтĕмĕшле çар операци таран илсе çитернĕ.
- Утă, 17 — Индонезире цунами хумĕсем айăнче 500 ытла çын вилнĕ.
- Утă, 20 — Аварине пула Нью-Йорк хулинче 100 пин çын патнелле çутăсăр юлнă.
- Утă, 23 — Китайра 5,1 баллă çĕр чĕтренĕвне пула 13 çын вилнĕ, 50 патнелле аманнă. Çĕр чĕтренĕвĕн эпицентрĕ Чжаотун хули патĕнче пулнă.
Çурла
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çурла, 7 — Китайĕн Тяньцзинь хулинчи хими заводĕнче сирпĕнӳ пулнă. 3 çын вилнĕ, 6 аманнă, 2 çухалнă.
- Çурла, 11 — Ливанпа Израиль хушшинче хирĕçӳ тăрăх ООН икĕ çапăçакан енĕ те çапăçма чаранмалла тесе резолюци кăларнă.
- Çурла, 14 — ООН резолюци кăларнă хыççăн Израиль çарĕсем Ливантан тухнă, Ливанпа Израиль хушшинче хирĕçӳ вĕçленнĕ.
- Çурла, 21 — Египетра (Кальюб хули патĕнче) икĕ пуйăс пырса çапăннă. 51 çын вилнĕ, 100 çын ытла аманнă.
- Çурла, 21 — Мускаври Чиркизов пасарĕнче икĕ сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 8 çын вилнĕ, 40 ытла аманнă.
- Çурла, 22 — Донецк патĕнче Анапăран Санкт-Петербурга вĕçĕкен Ту-154 самолёт персе аннă. Пурĕ 170 çын вилнĕ.
- Çурла, 27 — АПШри Кентукки штатĕнче Лексингтонран Атлантăна вĕçекен CRJ-100 самолёт персе аннă. 50 çынран пĕрисĕр пуçсăр ыттисем пурте вилнĕ.
- Çурла, 27 — Турцири Мармарис хулинче виçĕ сирпĕнӳ, Стамбулта пĕр сирпĕнӳ пулса иртнĕ. Темиçе теçетке çын аманнă.
- Çурла, 28 — Турцири Анталья хулинче сирпĕнӳ пулса иртнĕ. 4 çын вилнĕ, 71 çын аманнă.
Авăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Авăн, 4 — Каир (Египет) патĕнче икĕ пуйăс пырса çапăннă. 5 çын вилнĕ, 30 ытла аманнă.
- Авăн, 18 — Будапештра (Венгри) пăлхавсем пуçланнă. Премьер-министра хăйĕн вырăнне пушатма ыйтнă.
- Авăн, 19 — Таиландра çар ылмашăвĕ пулса иртнĕ.
Юпа
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Юпа, 9 — КХДР ядерлă сирпĕнӳ иртернĕ.
Раштав
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раштав, 26 — Нигеринче нефть таварĕсен труби сирпĕннине пула 700 çын патнелле çунса кайнă.
Çуралнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вилнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кăрлач, 14 — Шелли Уинтерс, америка актриси.
- Кăрлач, 21 — Ибрагим Ругова, Косово президенчĕ.
- Нарăс, 11 — Питер Бенчли, американ çыравçи.
- Нарăс, 15 — Петров Андрей Павлович, кĕвĕç.
- Нарăс, 16 — Цыганков Геннадий Дмитриевич, паллă совет хоккеисчĕ.
- Нарăс, 16 — Бетулинская Анна Юрьевна, кĕвĕç.
- Нарăс, 21 — Айхи Геннадий Николаевич, чăваш сăвăçи, тăлмач.
- Пуш, 27 — Станислав Лем, поляк çыравçи, сатирик, философ.
- Ака, 13 — Терентьев Геннадий Терентьевич, паллă драматург, актёр.
- Утă, 9 — Басаев Шамиль Салманович, чечен террорисчĕ, исламисчĕ.
- Утă, 23 — Разбаш Андрей Леонидович, телеведущий, режиссёр, продюсер.
- Çурла, 15 — Русаков Светозар Кузьмич, вырăс художник-мультипликатор.
- Авăн, 11 — Козлов Михаил Алексеевич, прозаик, профессор.
- Чӳк, 16 — Александров Анатолий Александрович, чăваш политикĕ.
- Чӳк, 28 — Полищук Любовь Григорьевна, вырăс совет актриси.
- Раштав, 21 — Ниязов Сапармурат Атаевич, Туркменистанăн пĕрремеш президенчĕ.