Контент патне куҫ

Вяйнямёйнен (карап)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
  1. REDIRECT Шаблон:Вăрçă карапĕ (ракета-артиллери)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Вяйнямёйнен пăхăр.

Çырана хӳтĕлекен броненосец «Вяйнямёйнен» (фин. Rannikkopuolustuksen panssarilaiva Väinämöinen) — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи Финлянди ТÇВ йышĕнчи çапăçу карапĕ, кайран — СССР ТÇВ. Икĕ броненосец серинчен пĕри. Историре пĕрремĕш шывçи дизель-электрика хатĕрĕллĕ тата дизеле газ-турбиниллĕ çар карапĕ. Финн-укăр эпосĕн паттăрĕ — çут тĕнчене тунă хыççан çуралнă пĕрремĕш çын — ятне панă.

Тунин кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1918 çулта Финлянди ирĕклĕхе çĕнтерсе илсен, унăн аллине Раççей Императорĕн флочĕн чылай çар карапĕ (200 ытла) — çав шутра чылайрахăшĕпе кивелсе кайнă миноносецсем, миноноскăсем татаитĕ тĕрлĕ катер — лекет. Вĕсенчен нумайăшне РСФСРа 1922—1923 çç. тавăрнă е касса аркатнă. Çапла, финн ТÇВ патшалăха хӳтĕлеме пултаракан хальхи çар карапĕсем кирлĕ пулнă.

1919 çултан пуçласа флот тумалли пиллĕк программа хатĕрленĕ, анчах та пурне те пăрахăçланă. 1927 ç. Финляндире парламент суйлавĕ иртсен, каллех карап тăвас ыйту çивĕчленет. Çав çулах, авăнăн 30-мĕшĕнче Патшалăх сеймĕ наци флоче валли çĕнĕ карапсене тăвас «Тинĕс саккунне» йышăнать. Пĕтĕмпех программăна 1927 ç. раштавăн 22-мĕшĕнче «Çырана хӳтĕлекен флота никĕслес саккунпа» темиçе карап тума тытăнаççĕ, çав шутра — çырана хӳтĕлекен, кашни 3800 т шыв кăларăшлĕ, 100 млн. маркки тăракан икĕ броненосец.[1]

Конструкци

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карап корпусĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Совет ТÇВ «Вяйнямёйнена» хирĕçле çапăçни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Vainamoinen plakat.jpg
«Ниобе» пĕтернĕ хыççăн «Финсен Вяйнямейнен» броненосецне путарнă тесе кăларнă совет пропаганда плакачĕ

Карапа советсен бомбă пăрахакан авиаци темĕн чухлĕ пĕтересшĕн тăрăшнă.

Хĕллехи вăрçăчченех, 1939 çулхи чӳк, 3 СССР Тинĕс-Çар Флочĕн халкомĕ Н. Г. Кузнецов Балти флочĕ умне #10254сс директивăна лартать, унта çапла хушни пур: «Финляндин çырана хӳтĕлекен броненосецсене тупса пĕтермелле, Швецие кайма памалла мар.[2]

1939 ç. чӳкĕн 23-мешĕнчи КБФ № 5/оп оперативлă планпа финн броненосецĕсем БФ шывай киммисемпе авиацин тĕп тĕллевĕ шутланнă.[3]

Вăрçă пуçлансан пĕрремĕш куннех, чӳкĕн 30-мĕшĕнче, 8-мĕш бомба пăрахакан авиабригадăн 1-мĕш мина-торпеда авиаполкĕн ДБ-3 икĕ ушкăнĕ броненосецсем тăнă вырăна шыврава каяççĕ. Руссало утравĕ патĕнче вĕсене Е. Н. Преображенский майор ертсе пынă ушкăн çеç асăрхать. Бомбăсем броненосеца сиен кӳреймен.

Раштавăн 19-мĕшĕчченех Балтикăри çанталăк авиацине ĕçлеме паман. Раштавăн 19-мешĕнчен пуçласа ВВС КБФ ТÇВ 10-мĕш авиабригадипе 8-мĕш бомба пăрахакан бригади ЛВТ СÇВ пулăшăвĕпе финн броненосецĕсене темиçе хутчен бомбаланă:

  • 1940 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕ — 24 ДБ-3 бомба пăрахакан самолёт хутшăннă
  • 1940 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕ — 7 ДБ-3 бомба пăрахакан ДБ-3 тата 12 СБ бомба пăрахакан самолёт хутшăннă
  • 1940 çулхи нарăсăн 29-мĕшĕ — 16 истребитель пулăшăвĕпе 9 СБ бомбардировщикпа 5 ДБ-3 бомбардировщик тапăннă
  • 1940 çулхи пушăн 2-мĕшĕ — 19 истребитель хӳтĕлевĕпе тапăнура 28 бомбă пăрахакан самолёт хутшăннă

БФ авиацийĕ бомбăлани нимле ăнăçусăр пулнă — 63 тонна бомбăран пĕри те тĕле лекмен. Пур бомби те броненосеца 50 м çывăха ӳкмен. Хăйсен вара виçĕ самолёта çухатнă, 9 машина çĕмĕрĕлнĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Энциклопедия кораблей 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ Статья «Военные игры» на сайте Vestnik.com
  3. ^ Статья Охота за броненосцем «Вяйнемайненом» на сайте Airwar.ru
  • Forsén, Björn & Forsén, Annette: Saksan ja Suomen salainen sukellusveneyhteistyö. WSOY, 1999. ISBN 951-0-24029-X.
  • Niklander, Tauno: Meidän panssarilaivamme. Gummerus, 1996. ISBN 952-90-7775-0
  • Penttilä, Eino: Panssarilaivat Ilmarinen ja Väinämöinen. Mainosteknikot Oy, 1986. ISBN 951-99704-3-6
  • Tuomi-Nikula, Jorma: Suomen laivat punatähtisen sotalipun alla. Gummerus, 2000. ISBN 951-796-212-6