В. С. Локтев ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕ
Мускав хулин ачасен (яшсен) пултарулăхĕн дворецĕн В. С. Локтев ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕ — 1937 çулта А. В. Александров йĕркеленĕ совет/раççей ача-пăча мусăк коллективĕ. Хăйĕн йышĕңче хор, оркестр тата хореографи ушкăнĕ пуррипе çак коллектив тĕнчери пĕртен-пĕри шутланать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1937 çулта А. В. Александров инициативипе Мускав хулин пионерсен çуртĕнче ачасен ташă тата хор студисене уçнă.
1941 çулхи раштав уйăхĕнче В. С. Локтев ансамбль хорĕнче юрлакан, эвакуацие кайман ачасене пустарнă та рпетицисене пуçланă. Темиçе эрнерен ансамбль хоспитăльсенче аманнă салтаксемпе офицерсем умĕнче концертсем панă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Локтев хулари пионерсен çурчĕн хереографи педагогĕпе Е. Р. Россепе пĕрле ĕçлемешкĕн калаçса татăлнă. Тепĕртакран ансамбльти оркестра тепер хут пуçтарнă.
Ансамбль пĕрремĕш концертне 1942 çулхи çу уйăхĕнче кăтартнă, çав кунах çуралнă кунне уявлаççĕ[1]. Ансамльти 17 ачана «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланă.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петренко Надежда Ансамбль песни и пляски имени В. С. Локтева (Рассказ участницы ансамбля). // Русский язык за рубежом. — 1981. — № 2 (70).
- Филатов В. В. Воспоминания о Владимире Сергеевиче Локтеве. — М.: Московские учебники и картолитография, 2007. — ISBN 978-5-7853-0860-2
- Чунин В. С. Родоначальник отечественного шоу // Русская домра — проводник в мир музыки. Избранные труды. — М.: Министерство культуры РФ, Российская академия музыки им. Гнесиных, 2011. — ISBN 978-5-8269-0178-6
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Петренко Надежда Ансамбль песни и пляски имени В. С. Локтева (Рассказ участницы ансамбля) // Русский язык за рубежом. — 1981. — № 2 (70).
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Детство – это мы», Ансамбль Локтева. “Childhood is us”, Loktev Ensemble. çинче (20 марта 2022 года. Мускаври тĕнчери мусăк çурчĕ)
- Официаллă сайт