Гавайи утравӗсем
Курӑнакан калӑплав
Гавайи утравӗсем (е Гавайи архипелагӗ, акăл. Hawaiian Islands, гав. mokupuni o Hawaiʻi) — 24 утравсемпе атоллсенчен тӑракан архипелаг, Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ (19° тата 29° ҫурҫӗр анӗ хушшинче). Архипелаг ҫурҫер-хӗвеланӑҫран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле тӑсӑлнӑ, вулкан пӗрхӗннинчен пулса тӑнӑ.
Утравсем хӑйӗн ятне — Гавайи ятлӑ чи пысӑк утравран илнӗ.