Контент патне куҫ

Газиантеп

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Газиантеп.

Малалла сире Вячеслав Шорников тексчĕпе паллаштаратпăр[1]

Салам пурне те! Уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ, ҫавна май сире каллех ҫулҫӳреве чӗнес тетӗп. Паллах, вӑл виртуаллӑ пулӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур.

Австралири Херальтон хулине курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑхран вырӑнсемпе паллашсан япӑх пулмӗ тетӗп. Эпир сирӗнпе хальлӗхе Европӑра та, Ҫурҫӗр Америкӑра та пулса курман пулин те вӑл континентсене паян ҫул тытмӑпӑр. Ытларах пайӗпе Азире вырнаҫнӑ патшалӑхра, Турцире пулса курӑпӑр. Сӑмах май, Европӑра пулман тесен суя пулӗ — Тула облаҫӗнчи Песковатски вырӑс ялӗ шӑпах Европӑра вырнаҫнӑ.

Паллах, пӗр-пӗр курорта каймӑпӑр. Унта эсир хӑвӑрах ҫитсе курма пултаратӑр. Пирӗн ҫул вара паян сӑртлӑ-туллӑ вырӑна выртӗ. Газиантеп хулара пулса курӑпӑр. Пирӗн ҫулҫӳрев ҫак вырӑнтан пуҫланӗ.


Ҫулҫӳреве тухиччен кӑштах хулапа паллашар. Газиантеп Турцири пӗчӗкех мар хула. Халӑх йышӗпе вӑл улттӑмӗш вырӑнта. Хули патшалӑхӑн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. 1,5–2 млн ҫын кунта пурӑнать. Вӑл Газиантеп илӗн (пирӗнле каласан, облаҫӗн) центрӗ шутланать. Умӗнхи сӑна курсан ҫакнашкал типтерсӗр урамлӑ хулана епле-ха Хусанпа е Чулхулапа танлаштарма май пур? тесе ыйтма пултаратӑр. Ара никам та сире тӳрех чи чаплӑ вырӑна илсе каясси пирки каламан-ҫке. Ӑнсӑртран илнӗ вырӑн мӗнле лекрӗ, ҫавна суйларӑмӑр та.


Ак, пӑхӑр. Сулахаялла пуҫа ҫавӑртӑмӑр кӑна — йӗркеллех пек мар-и? Ҫӳп-ҫап ытлашши курӑнмасть. Кушакки таҫта васкать, брусчатка ҫинче кӑвакарчӑн тимлӗн таврана сӑнаса тӑрать. Ту кушак ӑҫталла ҫул тытнине ӑнланасшӑн, те апат пӑхкалать…


Е акӑ, сылтӑмалла утар. Йӗркеллӗ те типтерлӗ хула урамех теме пулать. Асӑрхарӑр пулӗ, йӗри-тавра сӑртсем. Ҫапла, хула Тавр ту хырҫи ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫавна май вырӑнтисен сӑртлӑ вырӑна шута илсе ҫуртсене тума тивет. Малти сӑна сӑнасарах пӑхӑр-ха — урам сӑнне ҫӳп-ҫап мар, ҫумӑр шывӗпе юхса килнӗ хӑйӑрпа чул таврашӗ пӑсать.


Халӗ эпир ҫӳлелле хӑпартӑмӑр та каялла ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр. Кунта эпир ҫӳп-ҫап контейнерӗсене асӑрхама пултаратпӑр. Кунта йӗри-тавра ҫав хурмӑллӑ вӗсем. Пӑхан-пӑхан та… те таса хула тетӗн, те тасах мар. Ҫумӑр шывне юхма канавсем чавманнине курма пулать.


Эпир хула тепӗр пайне куҫрӑмӑр тесе ан шутлӑр. Ҫавӑнтах тӑратпӑр-ха. Хыҫӑлалла ҫаврӑнтӑмӑр кӑна. Кӑсӑклӑ вӗт, э? Пӗр еннелле пӑхсан кунта чухӑнсен кварталӗ тейӗн, тепӗр енне пӑхсан — йӗркеллӗ хула пек. Ку парк вара пӗчӗк мар, ун ячӗ те пур. «Şehit Seyit Doğan Parkı» ятлӑ вӑл. Вырӑсла «Парк Мучеников Сейит Доган» пулать, чӑвашла мӗнле тӗрӗс куҫнине пӗлместӗп те ҫаплах юлтӑр. Те «Сейит Доган асапланаканӗсен паркӗ», те «Сейит Доганта асапланса вилнисене халалланӑ парк» темелле. Google Translate «Парк мученика Сеита Догана» тет те, апла Сеит Доган ячӗллӗ парк пулас. Сеит Доган пирки шыраса пӑхрӑм, анчах ним те тупаймарӑм. Турккӑ википедире те ҫук. Те шырама пӗлеймерӗм.


Малалла хӑпаратпӑр. Куратӑр пулӗ, урам тӑршшӗпех лавккасем вырнаҫнӑ. Google машини ир кӳлӗм тухнӑ пулас та вӗсем пурте хупӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫеҫ уҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Ҫурчӗсене пӑхсан та тӳрех эпир Азире пулнине ӑнланса илетпӗр. Хуть Китайра, хуть Вьетнамра ҫапла — аялти хутра лавкка вырнаҫнӑ, ҫӳлтисенче пурӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫурчӗсем майӗпен ҫӗнӗ те ҫӗнӗ хутсемпе ӳсеҫҫӗ.


Тата ҫакна асӑрхарӑм: чылай ҫурт ҫинче Турци ялавне ҫакнӑ. Пирӗн Шупашкарта республика ялавӗпе тух-ха — ку «ухмах» ӑҫтан тухнӑ тесе кулма пуҫлӗҫ. Пирӗн халӑхӑн пуҫӗнче темшӗн ялав патшалӑх учрежденийӗсем ҫинче кӑна ҫакӑнса тӑмалла…


Хӑш-пӗр ҫуртсене штукатуркӑласа илемлетнӗ. Анчах хӑвӑрах куратӑр, чылайӑшӗн ҫулти хучӗсем штукатуркӑламанскерсем. Те нумай пулмасть кӑна ҫӳлти хучӗсене хӑпартнӑ… те илем енне ытлашши туртӑнмаҫҫӗ. Сӑмах май, ку хулара эрменсем чылаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Турци влаҫӗсем вӗсене чылай шар кӑтартнӑ — ҫапла пӗлтерет вырӑс википедийӗ. Турккӑсен версийӗнче эрменсем пирки пач та асӑнман. Курдсем пирки ҫырнӑ, азирен килнисем пирки. Эрменсем пирки вара — шӑп.


Хулара пур урама та брусчатка сарса тухнӑ. Асфальтпа сарнисем те пур ӗнтӗ, анчах пирӗн ҫул ҫинче ытларах брусчаткӑллисем лекрӗҫ.


Вӑт интереслӗ. Ҫакӑн пек «шӑтӑкра» лавкка уҫса мӗнпе суту-илӳ туса укҫа ӗҫлесе илейреҫҫӗ-ши вӗсем? Машшин лартмалли гараж тес — кунта ытла та хӗсӗк.


Пӑхӑр-ха. Йӗри-таврах вӗт-ха брусчаткӑласа пӗтернӗ. Курӑк шӑтма пӗр вырӑн та ҫук. Тепӗр тесен курӑк кунта ӳсмест те пулас... Ытла чуллӑ. Ҫавна май брусчаткӑланипе пыльчӑкран аван хӳтӗленӗ теме май пур.


Эпир тухӑҫра пулнине чӑн та ҫакнашкал лавккасем ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем тавара шалта ҫеҫ мар вырнаҫтараҫҫӗ, урамра та.


Курӑк кунта ӳсеймест тенӗрен… Ак, пӑхӑр — ку кӗтесре пур. Брусчаткӑламан та — ӳсет. Сылтӑм енче каллех лавкка. Сӗтел-пукан сутаҫҫӗ. Ку икӗ набора халӑха илӗртме урама тухса лартнӑ пулас. Леш шурӑ япали — матрешкӑлла пӗр-пӗрин ӑшне кӗрекен пукансен пуххи.


Ку чӑн та суту-илӳллӗ урам пулас. Енчен те эпир тухнӑ кварталсенче лавккасем хупӑччӗ пулсан, кунта вара пурте ӗҫлеҫҫӗ. Те Google машини кунта кӑнтӑрла тӗлнелле ҫитнӗ… Лере инҫетре минарет курӑнать. Ислам республики-ҫке.


Хӗвелӗ кунта питӗ хӗртет пулас. Машшинсене ахаль хӑвармаҫҫӗ, ятарлӑ виткӗчпе витеҫҫӗ. Сылтӑмарах ҫуртра пӗр-пӗр патшалӑх учрежденийӗ вырнаҫнӑ тетӗр пулсан — йӑнӑшатӑр. Халӑххи кунта хӑйӗн патшалӑхне хисеплет, ҫавна пула патшалӑх символӗсене ҫурт ҫине вырнаҫтарать те пулас. Ҫакна курсанах вӗсем хӑйсене пирӗн Раҫҫейри халӑх пек, мӗскӗн тарҫӑ евӗр тытмаҫҫӗ тесе шутлама пулать.


Брусчаткӑланӑ лаптӑк ҫинче шӑтӑксене куратӑр-и? Ахӑртнех унта йывӑҫсем пулнӑ. Анчах хӑрса кайнӑ та вӗсене кӑкланӑ. Чӑн та брусчатка пит нумай. Мускавра брусчатка саракансем ҫакна курсан ӑмсансах каяҫҫӗ ӗнтӗ.


Кун чухлӗ ҫурт хушшинче ачасем валли канмалли вырӑн та ҫук пулӗ тенӗччӗ. Пур иккен. Икӗ илемлӗ парк. Унта та йӑлт брусчаткӑланӑ. Симӗс тӗмӗсем валли те вырӑн тупӑннӑ. Ку ача-пӑча лаптӑкне тӑваҫҫӗ кӑна пулас. Йӗри-тавра техника вырнаҫнӑ: тракторӗ те пур, прицепӗ те, самосвалӗ те… Пӗр машшинӑн кузовӗнче лартмалли тӗмӗсем.


Чӳречесем ҫинче решеткесем чылай. Рольставеньсем пурри те ку вырӑнта халӑха шанма май ҫуккине кӑтартать пулас. Вӑрӑсем пур пулинех. Тата решеткесене пӗрремӗш хутра кӑна мар, иккӗмӗшри чӳречесем ҫине те лартнӑ... Хӑш-пӗр ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутри чӳрече ҫинче те куркаларӑм.


Ача-пӑча ушкӑнӗ. Google машини умӗн таҫта васкаҫҫӗ. Хулана таса тес пулсан ҫакӑнти пек йӗри-тавра ҫуп-ҫап пакечӗсем вуртмастчӗҫ ӗнтӗ...


Ҫакӑн пек вырӑнта вырнаҫнӑ лавккана кам шыраса тупайрать-ши?.. Чӑн та тухӑҫра суту-илӳ тӗлӗшӗнчен халӑх маттуртарах. Тӗп урамра маррине пӑхмасӑрах лавкка уҫаҫҫӗ…


Ку урӑх хула ан тейӗр. Ҫавах. Газиантепах. Анчах урӑх вырӑнта эпир халь. Хула варринерех пуль. Кунта хальхилле ҫуртсем, хальхилле лавккасем.


Ҫук, ку пӗр-пӗр администраци ҫурчӗ мар. Тем пысӑкӑш Турци ялавӗ ҫакӑнса тӑрать пулин те, сирӗн умра пуҫламӑш шкул кӑна. Яндекс.Тӑлмач ҫапла куҫарса пачӗ: «Ханифи Ширчи пуҫламӑш шкул». Ахаль шкул ҫурчӗ ҫинче ҫакӑн пек пысӑк ялав ҫакӑнса тӑрать пулсан, пӗр-пӗр администраци ҫурчӗ ҫине мӗнлине ҫакнӑ-ши? Ку ыйту ҫине вара хурава хӑвӑра тупма сӗнетӗп. Газиантеп пысӑк хула. Кунта интересли пайтах. Google машини ҫак хулан чылай кӗтесне кӗрсе тухнӑ, ҫавна май кашни хӑйне валли нумай ҫӗннине курма пултарӗ.


Ку та урӑх хула мар, Газиантепах.


Ку та ҫав хуларах. Газиантеп питӗ контрастлӑ хула. Пӗр кӗтесре пуянлӑх курӑнать, тепӗр кӗтесре вара вӑл сахалрах. Эпир пуҫланӑ кӗтесе чухӑнлӑх тесе калас килмест. Ҫавсем те чухӑн пулсан, эпир вара хӑш категорине кӗретпӗр?

Газиантепра 1,5–2 млн халӑх пурӑнать тесе палӑртнӑ пулин те, унӑн хӑш-пӗр кӗтесӗсене курсан ӑна ним мар Мускавпа е Питӗрпе танлаштарма пулать. Турцире те, паллах, тӳре-шара вӑрламасть мар. Анчах ахаль халӑха укҫа-тенкӗ ҫав-ҫавах ытларах юлать. Ҫакӑ, тен, халӑхран ҫичӗ тир сӳменнипе ҫыхӑннӑ. Пӗлместӗп… Хӑвӑрах шутлӑр.


Хамӑр экскурсине ҫак сӑнпа вӗҫлер. Ку та Газиантепах. Хула хӗрри. Хӑтлӑ ҫуртсем хушшинче сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳрет…



Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]