Контент патне куҫ

Генри саккунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Генри саккунĕ, çавăн пекех Генри — Дальтон саккунĕ е Дальтонăн иккĕмĕш саккунĕ, вăл çакна пĕлтерет. Улшăнми температура чухне, газăн илсе кăтартнă шĕвекри ирĕлеслĕхĕ (концентрацийĕ) çав газăн асăннă шĕвек çийĕнчи пусăмне тÿрĕ пропорционаллă. Саккун идеаллла тата чăн, анчах чикĕлле сĕвĕрĕлнĕ ирĕлчĕксемшĕн çеç тата пĕчĕк пусăмсемшĕн кăна пурнăсланать темелле.

Çакна акăлчан химикĕ У. Генри 1803-мĕш çулта çырса кăтартнă. Калас пулать, Раççей талккăшенче ку саккуна ытларах чухне Дальтонăн иккĕмĕш саккунĕ теççĕ.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Рамзайăн парциаллă пусăма сисмелли приборĕ

Парциаллă пусăм (лат. partialis «пайĕннчи», pars «пай») — газссен хутăшĕнчи уйрăм газăн вăл асăннă калăпăшра хăй çеç пулсан сăнанакан пусăм[1][2][3]. Газссен хутăшĕн пĕтĕмĕшле пусăмĕ уйрăм газсен парциаллă пусăмĕсен суммипе тан.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]