Контент патне куҫ

Григорьев Фома Никифорович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Григорьев хушаматлӑ урӑх ҫынсем ҫинчен Википедире статьясем пур.
Григорьев Фома Никифорович
Ӳкерчĕк:Фома Никифорович Григорьев.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 20 пуш 1919
Ҫуралнӑ вырӑн Раççей, Кемĕр облаçĕ, Топки районĕ, Терёхино ялĕ
Вилнӗ вӑхӑт 25 чӳк 2008
Вилнӗ вырӑн Украина, Харьков
Пӑхӑнулӑх ССРП ССРП
Ҫар ӑрачӗ артиллери
Артиллери
Артиллери
Хӗсмет ҫулӗсем 1940-1948
Хисеп Совет гвардийĕ
капитан (çар хисепĕ)|Капитан
капитан (çар хисепĕ)|Капитан
Чаҫ 1-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш çарĕн 10-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери бригадин 235-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери полкĕ
Командӑланӑ батарея
Ҫапӑҫусем/вӑрҫӑсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

Григорьев Фома Никифорович — (20.03.1919-25.11.2008), Совет Союзĕн Паттăрĕ [БС1 1], [ГС 1], [НЛ 1]. Указ дати - 10.04.1945. Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 28-мĕш çарĕн10-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери бригадин 235-мĕш гварди танксене пĕтерекен артиллери полкĕн батарея командирĕ, гварди аслă лейтенанчĕ. Чăваш.

7 класслă шкул тата ФЗУ аетерсен Кузнецкри металлурги комбинчĕнче ĕçленĕ. 1935-мĕш çултан Таштагол районĕнчи Мундыбаш паç. слесарь, комсомол комитечĕн секретарĕ, Кузедеево комсомол райкомĕнче пропоганда уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1939-меш çултан ВКП(б) пайташĕ. 1940-мĕш çултан Хĕрлĕ Çарта.

1945-мĕш çулхи карлачăн 23-мĕшĕнче каç Григорьев аслă лейтенант батареи тăшман артиллерипе тата миномётсемпе пенине пăхмасăр Одер урлă пăр тăрăх пĕрремĕш пехота ушканĕсемпе каçса Эйхендрид сали патĕнче позици йышанать. Çĕркаçа ташман икĕ хут совет салтакĕсене плацдарăмран çапса кăларас шутпа контратака çĕклет, анчах Григорьев гварди аслă лейтенант батареи хастаррăн çапăçса вĕсене каялла çăвăрать. Батарея çĕр ытла салтакпа офицера пĕтерет, 4 станок пулем́чĕмпе пĕр хăй теллĕн çӳрекен артиллери орудине аркатать. Григорьевăн хăюллăхĕ пĕчĕк пладцарма (7600*2000м) ытти вăйсем киличчен тытса тăма май парать. 1948-мĕш çултан Григорьев капитан запасра, Кременчуг тата Харьков хулисенче парти ĕçĕнче. 1955–57-мĕш çулсенче колхоз председателĕ пулнă, кайран Харьковири ВНИИэлектромашра.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Биографи «Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнекере az-libr.ru сайтра.
Кавалеры ордена Славы трёх степеней: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9» az-libr.ru сайтра.
Патшалăх паттăрĕсем
Халăх хастарлăхĕ сайтри награда лисчĕсем
  1. Григорьев Фома Никифорович. Наградной лист. Страницы: 1. çăлкуçран архивланă 11 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. 2. çăлкуçран архивланă 11 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012.
Ытти асăрхавсем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.