Контент патне куҫ

Гук саккунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Гук саккунĕ — пиçĕ ĕскерте (пружынра, консольте тата ытти тĕлсенче) вăй витĕмне кура çуралакан деформаци хайхи вăйăн капне пропорционаллă. Ку саккуна 1660-мĕш çулта акăлчан ăславçи Роберт Гук тупса палăртнă[1].

Калас пулать, Гук саккунĕ деформацисем пĕчĕккĕ чухне çеç вăйра тăраççĕ. Деформацисен капĕ пĕр-пĕр пĕлтерĕшрен (чикĕрен, ăна пропорционаллăх чикки теççĕ) иртсен, вăйпа деформаци çыхăнăвĕ кăткăсланать, линилле пулма пăрахать. Çутçанталăкри чылай талккăшсенче Гук саккунĕ пĕчĕк деформацисем чухне те пурнăçланмасть.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]