Даная (Мабюз ӳкерчĕкĕ)
Курӑнакан калӑплав
| |
Ян Госсарт (Мабюз) | |
Даная, 1527 | |
йывӑҫ, Çуллă сăрă. 114×95 см | |
Кивӗ пинакотека,(инв. 38), Мюнхен |
Даная (1527) — Мабюзӑн сӑрӑ ӳнер ӗҫӗ, аваллӑхран Даная ҫинчи халап европа сӑрӑ ӳнерӗнче пурнӑҫланӑ пӗрремӗш ӳкерчĕк. Мюнхен хулин Кивӗ пинакотекинче упранать.
Грексен халаплӑхе тӑрӑх, Аргос патши Акризий, Дельф оракулӗчен хӑйне Даная ятлӑ хӗрӗн ывӑлӗн аллинчен вилмелле пулнине пӗлет. Ҫавӑнтан хӑраса, вӑл Данаяна тӗттӗм кӗлете питӗрсе илме хушать, анчах Зевс, хӗрӗн илемлӗхне парӑнса унӑн патне мачча ҫинчи шӑтӑк витӗр ылтӑн ҫумӑр пулса кӗрет. Ҫапла Даная Персея ҫуратать, ӑна патша хушнипе амӑшӗпе пӗрле арчана хупса тинӗсе яраҫҫӗ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Боргези С. Старая пинакотека: Мюнхен: Альбом. 2003.
- Т. А. Седова. Старая пинакотека в Мюнхене. М.: Искусство, 1990