Десна районĕ (Киев)
Десна районĕ (укр. Деснянський район) — Киев хулин пайĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтам ĕмĕрсенче Киев карман-хула пулнă. Хулан хӳтлĕх йĕркине карманлă юнашар пĕчĕк хула кĕнĕ. Çурçĕр енче ăна Чăваш-хула, кăнтăр енче - Триполье, тухăç енче – Десёнка пĕчĕк юханшыв çинчи Выгуривщина сыхласа тăнă.
Ăслăхçăсем Городець карманĕ Х-ХІ ĕмĕрсен вĕçĕнче пулса кайнине пĕлтереççĕ. Çак самантран Выгуривщинăн татăксăр кун-çулĕ пуçланса каять, малтарах ăна Милославичи тенĕ (кун пирки 1151 çулхи Ипати çул çырăвĕнче кăтартнă). ХVI-XVII ĕмĕрсенчи çыру çăлкуçĕсенче Выгуривщинăна Ян Выгура хуçи (çакăнтанах вырăн ячĕ те тухнă, пулас) Михайловскири Ылтăн тăрăллă мăнастăре парнеленĕ, çак пару ĕçне юридици енĕпе Богдан Хмельницкий универсалĕпе 1654 çулта çирĕплетнĕ.
Киевăн Десна районĕ çпирки пĕрремĕш хутсенче 1667 çулта çырнине палăртнă.
Киев Руçĕн тапхăрĕнче кунта Юрия Долгорукин "Çăтмах" ячĕллĕ хула тулаш карманĕпе кил йăви ларнă. Тăнăварăн сылтăм çыранĕн асамлă пейзажне Киев соборĕсен тӳписем илем кӳреççĕ.
Каярах çак авал çĕрсене Чернигов кĕпернин Остер уесĕн Бровар вулăсне кĕртнĕ, хыççăн - Миколь-Слобода вулăсне куçарнă.
1927 çулта территори Киев хула думи пăхăнăвне куçать, 1932 çулта Киевăн Петровский (Подол) районĕн шутне кĕрет.
1935 çулта Осокорки, Позняки, Быковня, Аварийный пурăнан вырăнсене, Красный тата Т. Шевченко ячĕллĕ хуторĕсене, малтанхи слободка Никольская, Кухмистерская, Воскресенская тата Предгородская пĕрлештерсе Дарница районĕ туса хунă, 1969 çулта унăн территоринчен Тăнăвар районне уйăраççĕ, 1954 çулта унăн пайне те хальхи Десна (Ватутин) районне куçараççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Троещина, Десна районĕ 2014 ҫулхи Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киев районĕсем |
||
---|---|---|
Тăнăварăн сулахай çыранĕ | ||
Тăнăварăн сылтăм çыранĕ |