Контент патне куҫ

Шевченко районĕ (Киев)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шевченко районĕКиев хулин пайĕ[1].

Шевченко районне УССР ТĔК йышăннипе 1937 çулта туса хунă. 2001 çулхи юпа уйăхĕнче район çумне Радянпа Ватă Киев районĕсене хушнă.

Район историйĕ Киевпа тачă çыхăннă.

Ватă Киев Тăвĕ Патшалăх тĕвĕленĕвĕ пулнă. Çакăнта ĕнтĕ Андрей апостол хĕрес лартнă, кунтах Сăваплă Улатимĕр Тĕне суйланă, хăйĕн Ярослав ывăлĕпе Всеволод мăнукĕн патшалăхĕн никĕсне тĕпленĕ. Шевченко районĕн çĕрĕ авалхи Киев Руçĕн центрĕ шутланнă. Ылтăн Хапха витĕр Богдан Хмельницкий 1648 çулта касак патшалăхне тăвас ĕмĕтпе Софие кайнă. Ун пирки Софи соборĕнче вăл Киев иерархĕпе пĕрле, Сильвестр Косив митрополитпа пĕлтернĕ.

Çĕнтерӳ проспекчĕ

Кунта Тĕп Рада тата Софи (Богдан Хмельницкий) лапамĕ, унта Универсалсем пирки пĕлтернĕ, Павел Скоропадский хетьмана суйланă, Киев Руçĕн, Раççейĕн, Украинăн кун-çулĕпе çыхăннă паллă пулăмсем иртнĕ.

Богдан Хмельницкий лапамĕнче советсене хирĕçле манифестацимпе митингсене чылай çын пуçтарăннă.

Район территоринче тĕнчери 50 патшалăхăн элчелĕхĕ вырнаçнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]