Контент патне куҫ

Джек Райан: Хаос теорийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джек Райан: Хаос теорийĕ
Jack Ryan: Shadow Recruit
Фильм постерĕ
Жанр боевик
драма
триллер
Режиссёр Кеннет Брана
Продюсер Лоренцо ди Бонавентура
Мейс Нойфелд
Сценари
авторĕ
Том Клэнси (персонажи)
Адам Козад
Дэвид Кепп[1]
Тĕп рольсенче Крис Пайн
Кеннет Брана
Кира Найтли
Кевин Костнер
Оператор Харис Замбарлукос
Композитор Патрик Дойл
Кинокомпани Paramount Pictures
Skydance Productions
Di Bonaventura Pictures
Buckaroo Entertainment
Etalon film
Mace Neufeld Productions
Translux
Тăсăлу 105 мин.
Бюджет 60 млн. долл.[2]
Патшалăх АПШ
Чĕлхе акăлчан
Çул 2014

«Джек Райан: Хаос теорийĕ»[3] (акăл. Jack Ryan: Shadow Recruit) — Том Клэнси романĕсен тĕп паттăрĕ Джек Райан пирки Кеннет Брана режиссёр хайланă — çивĕч сюжетлă драма боевикĕ[4]. Тĕп рольсенче Крис Пайн, Кеннет Брана, Кира Найтли и Кевин Костнер. АПШ-ра премьера 2014 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче, Раççейре — 2014 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче иртнĕ.[5][6]

Студент Джек Райан 2001 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнчи теракт пирки репортаж пăхать.

2003 çул, Афганистан. Джек Райан — лейтенант. Вăл тепĕр икĕ салтакпа вертолёт çинче вĕçсе пынă чухне ракета лекет, Джек йывăр аманать. Вăрçă хоспиталĕнче вăл Кэти Мюллер медаппаапа паллашать, вĕсен роман пуçланать.

Темиçе çул иртсен Джек тата Кэти пĕрле Манхэттенре хваттерте пурăнаççĕ. Район ЦРУ хушнипе Уолл-стритре аудитор пулса ĕçленине Кэти пĕлмест. Пĕррехинче Джек вырăс миллионерĕ Черевин (ăна РФ Шалти Ĕçсен министрĕ Сорокин ĕç хушнă) АПШ доллар курсне антарма шухăшлать, çак вара Мăн депрессирен те хăрушрах пулать. Джека Мускава Черевин планне пĕлме яраççĕ. Мускавра Райана Угандăри американ агенчĕ кĕтсе илет. Анчах отеле çитсен сутăнчăк-агент Джека вĕлересшĕн пулать, анчах хăй ваннăра путăнать. Джек ЦРУ-на шăнкăравласа пĕлтерет. Çĕрле вăл Томас Харпер агентпа тĕл пулса вырăссен планĕ пирки каласа парать.

Джек ирхине Черевин оффисне каять каçхине пĕрле апатланма килĕшеççĕ. Джекăн олигарх çуртне тепре кĕмелле. Çĕрле отельре вăл Кэтие тупать. Джек арăмне пурне те каласа пама тивет, киле таврăнма ыйтать, ансах та Кэти килĕшмест. Харпер хĕре операцире усă курма шухăшлать.Райан хирĕç, Кэти килĕшет.


Сорокин хăй патне Черевина чĕнсе илет. «Тăван çĕршывшăн эпĕ пĕтĕмпех турăм», тет бизнесмен. Сорокин «Эпĕ те» хуравлать те пистолетран Виктора персе вĕлерет. Джек сыватмăша Кэти патне каять, вĕсем пĕр-пĕрне çупăрлаççĕ.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]