Контент патне куҫ

Джозеф Пулитцер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Джо́зеф Пу́литцер (çаплах Пу́лицер; акăл. Joseph Pulitzer, 10.4.1847, Мако, Австро-Венгри — 29.10.1911, Чарлстон, АПШ) — американ кăларăмçи тата журналисчĕ, «сарăхнă пресса» жанрне пуçарса яраканĕ. АПШ тухăç çыранхĕрринчи финанс-промăçлăх аристократин тата паллă пайăр çыннисем кĕнĕ чаплă Джекилайленд клубĕн пайташĕ пулнăскер.

Пулитцер 1847 çулхи акан 10-мĕшĕнче хункăрсен Мако хулинче, вăтам еврей килйышĕнче çуралнă. Кĕçех вĕсем Будапешта куçса кайнă, унта Пулитцер харпăр шкулне çӳренĕ.

Çамрăк чухне Пулитцер çарта карьера тăвас тесе ĕмĕтленнĕ, анчах та сывлăх начарлăхĕпе ăна австри çарне илмен. Кайран вăл вербовкăпа АПШ çарне çырăнать те Америкăна каять. Çитсенех вăл çара каймасть — тарать. Çапах та ун чухне АПШ-ри ĕçленсе пыракан граждан вăрçин çапăçăвĕсене хутшăнма тивет.

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Brian, Denis. Pulitzer: A Life (2001).

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]