Дмитриев Пётр Дмитриевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пётр Димитриевич Димитриев (1922-1992 çулхи чӳк, 7)— Раççейĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулта Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Юманлăх ялĕнче çĕр ĕçчен çемьинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкула, Тенири тулли вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн, 1938-1941 çулсенче Нурăсри педагогика техникумĕнче пĕлĕве ӳстернĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан Юнтапа çумĕнче çар аэродромĕ тума, Етĕрне районĕн çĕрĕнчи Сăр юханшывĕ хĕрринчи хӳтĕлев йĕрне тума хутшăннă.

1942 çулхи нарăсраштав уйăхĕсенче вăл Сулен хулинчи Хĕрлĕ Ялавлă, Фрунзе ячĕллĕ артиллери училищинче çар ĕçне вĕреннĕ. Унтан вĕренсе тухсан çулăм взвод командирĕ, кайран — батарейă командирĕ пулса, Тĕп, Иккĕмĕш Белоруси фрончĕ тата Пĕрремĕш Белоруси фрончĕсенче нимĕç начисчĕсене хирĕç çапăçать.

1945 çулхи акан 26-мĕшĕнче Берлин операцинче суранланать, хоспитăле лекет.

Вăрçă шавĕ лăплансан капитан Дмитриев Совет Çарĕн Германири чаçĕсенче хĕсметре тăрать. 1947 çулта хĕсметрен тухать.

1947-1954 çулсенче вăл Элĕкри ватам шкула военрук тата географи вĕрентӳçи пулса ĕçлет. 1954 çулта

1954 çулта Хусантти патшалăх педагогика институтĕнчен кĕрет мар йĕркепе вĕренсе тухать. 1954-61 çулсенче П. Дмитриев — Канашри шкул-интернат директорĕ. 1965-1966 çулсенче — ЧАССР çутĕç министăрĕн çумĕ. Ун хыççăнхи çулсенче — вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институт методисчĕ, Шупашкарти 32-мĕш №-лĕ тата 6-мĕш №-лĕ шкулсенчи географи верентӳçи.

1984 çултанпа — тивĕçлĕ канура.

1992 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕнче куçне ĕмĕрлĕхех хупать.

Чысĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хĕрлĕ Ялав орденĕ
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
  • Богдан Хмельницкий орденĕ (3-мĕш степенĕ)
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ (2 хутчен)
  • медальсем;
  • Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]