Контент патне куҫ

Дрездена бомбӑлани

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Арканнӑ Дрезден, 1945
Вилнисен купи, 1945

Дрездена бомбӑлани (ним. Luftangriffe auf Dresden, акăл. bombing of Dresden) — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вӑхӑтӗнче Аслӑ Британин тата АПШ-н сывлӑш-ҫарӗн вӑйӗсем нарӑс уйӑхӗн 13—15-мӗшӗнче нимӗҫ хулине, Дрездена, бомбӑсем пӑрахса аркатни. Ҫавӑн хыҫҫӑн хула хуҫалӑхӗ йышĕнчи промăçлăхĕн тӑваттӑмӗш пайӗ тата ытти (инфраструктури тата пурӑнан ҫуртсем) пӗтӗмпех пӗтнӗ е вӑйлӑ арканнӑ. Американ сывлӑш-ҫарӗн вӑйӗсен пресси пĕлтернипе, темиҫе эрне хушши хула транспорчӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вилнисен шучӗ 100 пин ҫынран пуҫласа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи нимӗҫ официаллӑ шутланипе 275 пине ҫитнĕ пулнӑ[1]. 2008 ҫулта Дрезден хули саккасĕпе ӗҫленĕ нимӗҫ историкӗсен комиссийӗ вилнисен шучĕ 18 пин - 25 пин çын тесе ҫирӗплетнӗ. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мĕшĕнче 2004 ҫултанпа ӗҫленӗ комисси евитленипе, анкăл-американ авиацийĕ 1945 ҫулти нарӑсра Дрездена бомбӑланă хыççăн 25 пин ҫын вилнӗ[2][3]. Комиссин официаллӑ хуравне Интернета кӑларса хунӑ, уҫҫӑн кӗрсе пӗлме пулать[4].


  • Дрездена Бомбардировка 1945 // Гражданская война в США — Йокота / [под общ. ред. Н. В. Огаркова]. — М. : Военное изд-во М-ва обороны СССР, 1979. — (Советская военная энциклопедия : [в 8 т.] ; 1976—1980, т. 3).
  • Frederick Taylor. Dresden: Tuesday, February 13, 1945. — Harper Perennial, 2005. — 560 с. — ISBN 0060006773.
  • Davis, Richard G. Bombing the European Axis powers : a historical digest of the combined bomber offensive, 1939-1945. — Air University Press, 2006. — 630 с. — ISBN 1-58566-148-1.
  • Paul Addison, Jeremy A. Crang. Firestorm: The Bombing of Dresden 1945. — Pimlico, 2006. — 260 с. — ISBN 184413928X.
  • Alexander McKee. Dresden 1945: The Devil's Tinderbox. — Souvenir Press, 1982. — 334 с. — ISBN 0285625152.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]