Е (саспалли)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ее, — кириллица алфавичĕ çинче никĕсленекен алфавитсен, чăваш алфавитĕнчи çиччĕмĕш саспалли. Унăн ячĕ — е, ăна йе теççĕ. Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ чăваш çырулăх палăкĕсенчех пур.

Çавăн пекех латиница çинче никĕсленнĕ алфавитра та пур.

Чăваш чĕлхинче икĕ тĕрлĕ пулать: пĕрмĕш буквинче пулсан йе, икемĕшĕнчен тытăнса е.

Ее сас палли чăваш сăмахĕсен пур позицисенче те тĕл пулать:

  • сăмах пуçламăшĕнче, хытăлăх палли хыççăн вăл икĕ сасса йе пĕлтерет — епле [йэпле], ешĕл [йешĕл], мăръе [мăрйе], кĕсъе (кăçа) [кĕсйе]
  • хупă сас палли хыççăн (сăмах варринче те, вĕçĕнче те) е сасса, умĕнчи тата хыçĕнчи хупă сасăсем яланах çемçе пулнине пĕлтерет — тепле [т'епл'е], çĕпре [çĕп'р'е], тет [т'ет'].