Контент патне куҫ

Занна Энглунд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Энглунд хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Занна Энглунд
Sanna Englund
Çуралнă вăхăт 1975 çулхи ака, 18-мĕшĕ(1975-04-18)[1] (50 çул)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх Германи
Професси киноактриса
Карьера 1998 — х.в.
Тĕлĕ телесериалсем
IMDb ID 0257710
Сайт englund.de(ним.)
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Занна Энглунд (ним. Sanna Englund, 1975, ака, 18, Гейдельберг, Германи) — нимĕç актриси тата фотомоделĕ.

Занна Энглунд мусăкантсен çемьинче çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех, Санна актёр тата юрăç ăсталăхĕ урокĕсене илнĕ, Санкт-Рафаэль шкул театрĕнче пултарулăхне туптанă. Шкултан вĕренсе тухсан, 1993] çулта вăл психологипе кăсăкланнă.

Тăван çĕршывра та, ютçĕрте те фотомодель пулса ĕçленĕ, çав вăхăтрах Ли Страсберг театрпа кино школĕнче тата Нью-Йоркра театр институтĕнче хăйĕн пултарулăхне çивĕчлетнĕ. Çаплах Санна Энглунд çапăçу ӳнерĕпе тĕл перес ӳнере алла илнĕ. Актёр ĕçĕнче чылай трюка хăйех тăвать.

Театр ĕç-хĕлĕнче “Çу каçĕнчи тĕлĕк” тата “Петра фон Кантăн йӳçĕ куççулĕ” спектакльсене хутшăнать. 2010 çулхи чӳк уйăхĕ — 2013 çулхи чӳк уйăхĕ тапхăрĕнче «Гамбургри телейлĕ ача-пăча куçĕсем» фестивале иртерме пулăшнă.

Энглунд халĕ Берлинре пурăнать, Гамбурга Notruf Hafenkante телесериалра ӳкерĕнме çӳрет.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. IMDb (англ.) — 1990.