Драва ҫинчи пушар

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Зарево над Дравой ҫинчен куҫарнӑ)
Драва ҫинчи пушар
пăлх. Зарево над Драва
Жанр киноэпопея, вăрçă
Режиссёр Зако Хеския
Сценари
авторĕ
Павел Вежинов,
Рангел Игнатов
Оператор Крум Крумов
Композитор Симеон Пиронков
Кинокомпани Бояна филм
Тăсăлу 161 мин.
Патшалăх Пăлхари Пăлхари
Çул 1974
IMDb ID 0293718

«Драва ҫинчи пушар» (пăлх. Зарево над Драва) — Зако Хеския режиссёр 1974 çулта ӳнерленĕ икĕ сериллĕ пăлхар киноэпопейи, пăлхар киновĕн «Ылтăн фондне» кĕрет.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1944 çулхи авăңăн 9-мĕшĕнчи пăлхавĕ Варнăри тĕрмесене хупнисене ирĕке кăларать, леш тĕнчене ăсатма йышăннисен камеринчен Боян Василев коммунист тухать, ăна майор пакунĕсене параççĕ те пĕр уйăх каярах кăна фашистсем енче çапăçнă Пăлхарсен патша полкĕнчен йĕркеленĕ Пăлхари Халăх çарĕнчи пĕр полкĕн командир çумĕ (совет политрукĕ евĕрри) вырăнне лартаççĕ…

Тĕп персонажăн харпăр шăпине çутатса, фильма тăвакансем вăрçăн юлашки тапхăрĕнче пăлхар çарĕ епле çапăçнине катартнă.

Фильмри паллă эпизод — 1945 çулхи пуш уйăхĕ, Балатон операци, ун чухне нимĕçсем Балатон кӳлĕ патĕнче танă совет, пăлхар тата югослав çарĕсене хирĕç контртапăну пуçланă. Пăлхарсен совет фрончĕн Балатон таврашĕнче вырнаçнă сулахай флангĕн секторне хӳтĕлемелле пулнă. Нимĕçсем чылай йышлă вăйсемпе атакăланă, анчах та хаяр çапăçусенче нацистсем 8-10 км çити кăна куçма пултарнă: пăлхарсем, тăшманăн пĕтĕм атакине сирсе янă, хăйсем сахал юлсан та, Хĕрлĕ Çарăн флангне тытса тăнă.

Рольсенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Георги Георгиев-ГецБоян Василев, майор
  • Георги Черкелов — полковник Демирев, полк командирĕ
  • Стефан Данаиловпоручик Бочев
  • Стефан Илиевпоручик Ганчовский
  • Лидия Вылкова — Вера
  • Добринка Станкова — Ана
  • Пётр СлабаковДелчо
  • Стоян Гыдев — Большой
  • Александр Притып — майор Филчев
  • Богомил Симеонов — полковник Ангелов
  • Васил Михайлов — капитан Стрезов
  • Андрей Чапразов — министр
  • Сотир Майноловски — Руси

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]