Контент патне куҫ

Зорка Йорданова

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Зорка Янкова Йорданова
Çуралнă вăхăт 1904 çулхи раштав, 6-мĕшĕ(1904-12-06)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1970 çулхи авăн, 1-мĕшĕ(1970-09-01) (65 çул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх Пăлхари Пăлхари
Професси пăлхар актриси
IMDb ID 1019245
Йорданова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Зорка Янкова Йорданова (23.9.1904, София — 1.9.1970, çавăнтах) — пăлхар актриси, Пăлхари Халăх Республикин халăх артисчĕ.

Даниэль театр студинче вĕреннĕ, 1923 çулта пĕрремĕш хут Наци театрĕнче Леонид Андреевăн «Тот, кто получает пощечины» по пьесинче вылянă. 1920-мĕш çулсен вĕçĕнче Культура министерстви ăна актёр ăсталăхне ӳстерме Венăна, Берлина тата Париса янă, таврăнсан Софияри Вазов ячĕллĕ театрĕнче ĕçленĕ.

1931 çулта «Бескрестные могилы» фильмра ӳкерĕннĕ. Çамрăклăхра ытларах хуйхăракан çамрăк хĕарăмсен ролĕсене сăнарланă, 1940-мĕш тата 1950-мĕш çулсен хушшинче драма ролĕсем çине куçнă.

1970 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Вилнĕ хыççăн актрисăн мемуарĕсене пичетленĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]