Ибресионизм
Ибресионизм — чăваш ÿнерĕнчи юхăм. 1992-1993-мĕш çулсенче ÿнерçĕсен "Ибресионистсем" текен пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ, унăн пуçĕнче В.К.Немцев тăнă[1]. 1993-мĕш çулта Йĕпреç поççолăкĕ 100 çул тултарнине халалласа курав ирттернĕ хыççăн асăннă ушкăн хăйĕн ĕçне малалла тăсман пулмалла. Анчах та "ибресионизм" тени чĕлхере юлнă тата, ахăртнех, вăл сăмах асăннă ушкăн йĕркеленичченех çуралнă пулмалла. Ибресионизм тени импрессионизм тенинчен евĕрлевленсе аталанса шăтса тухнă. Тĕпре, паллах, Йĕпреç поççолăкĕн вырăсла ячĕ (Ибреси) тăрать.
В.Л.Немцевран илнĕ интервьюран[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)– Вы были участником творческой бригады художников «Сельские зори», объехали республику вдоль и поперек. А потом еще придумали такое объединение, как «Ибресионисты». Вы так любили импрессионистов? – Да мы ими бредили! Ну как же! – Мазок синим, мазок красным, и картины уже почти живые! Вот это да! Но всех боьше я любил Поля Гогена. И после окончания училища решил, что Чувашия для меня будет тем же обетованным местом, каким для Гогена была Полинезия. Здесь тоже много нераскрытых красот. Как в природе, так и в предметах быта. Да и типажи никак не хуже гогеновских. Только у него таитянки. А у меня чувашки. Я решил воспевать все чувашское.<Куçару:
— Эсир художниксен "Сельские зори" пултарулăх бригадинче тăнă , республикăра урлă та пирĕ çÿренĕ. Кайран вара "Ибрессионисты" текеннине шутласа тупнă. Эсир импрессионистсене юратнă-и?
— Эпир вĕсемпе аташнă! Епле-ха! — Кăвакпа сăрлан, хĕрлĕпе сăрлан, вара сан карччынсем чĕрĕ пекех пек! Вăт мĕнле! Пуринчен те ытларах Поль Гогена юратнă эп. Вĕрентĕш хыççăн Чăваш Ен маншăн, Гогеншăн Полинези пулнă пек, тухатлă кĕтес пулать тесе шутларăм. Сисеймен илемлĕхсем кунта нумай. Çутçанталăкра та, йăла-йĕрке япалисенче те. Типажсем те Гогенринчен кая мар. Анчах та унăн — Таити хĕрарăмĕсем. Маншăн вара чăваш пикисем. Эп мĕнпур чăвашлăха мухтама шутларăм.>
(Поль Гоген (1848-1903) импрессионист пек пуçланă, каярахпа постимпрессионист пулса тăнă). Кунта , чăннипе каласан, В.Л.Немцев художник чăвашсем çине, ырлав контекстĕнче пулин те, "айккинчен" пăхни сисĕнет.
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Необычен опыт работы творческих бригад художников, которые начали образовываться в Чувашии еще с 1970-х гг. Например, бригада художников «Ибресионисты», сформированная в 1992 г., в которую входили такие художники, как М.Ф. Харитонов, В.С. Семёнов, А.А. Самарин, П.М. Меркурьев, Н.В. Федоров, Н.И. Панасюк, Ю.В. Викторов, под руководством В.Л. Немцова выполняла виды с пейзажами посёлка Ибреси, написала портреты знатных ибресинцев - ветеранов войны и труда. Эти произведения, а также творения В.И. Агеева, Г.А. Алексеева, В.И. Белова, А.И. Брындина, В.А. Зотикова, Н.П. Карачарскова, В.А. Леонтьева, П.В. Сизова, В.В. Федорова, В.С. Шведова, Э.М. Юрьева и других авторов в 1993 г. были представлены на юбилейной выставке в Ибресинской картинной галерее [19. С. 195]. При этом вызывает интерес не только идея существования подобных объединений, но и их цель, а также результаты совместной творческой деятельности - создание произведений, посвященных жизни чувашского народа.<Куçару: Чăваш Енре 1970-мĕш çулсенчен пуçласа йĕркеленнĕ ÿнерçĕсен пултарулăх ушкăнĕсен опычĕ кăсăклă. Калăпăр, 1992-мĕш çулта "Ибресионисты" бригада йĕркеленнĕ, М.Ф. Харитонов, В.С. Семёнов, А.А. Самарин, П.М. Меркурьев, Н.В. Федоров, Н.И. Панасюк, Ю.В. Викторов тата вĕсен ертÿçи В.Л.Немцев Йĕпреç поççолăкĕн пейсажĕсене тунă, Йĕпреçĕн сумлă çыннисен — вăрçă тата ĕç ветеранĕсен — портречĕсене çырнă. Вĕсен тата В.И. Агеев, Г.А. Алексеев, В.И. Белов, А.И. Брындин, В.А. Зотиков, Н.П. Карачарсков, В.А. Леонтьев, П.В. Сизов, В.В. Федоров, В.С. Шведов, Э.М. Юрьев ÿнерçесен, ыттисен ĕçĕсем 1993-мĕш çулта Йĕпреçри карччын галерейинче ирттернĕ юбилейле куравра пулнă. Çав вăхăтрах кун пек ушкăнсем йĕркелессин идейи çеç мар, вĕсен тĕллевĕ тата результачĕ те кăсăклă: чăваш халăхĕн пурнăçне халалланă хайлавсем ăсталасси.>
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Викторов Ю.В. Немцев Виктор Леонтьевич. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- ^ Кириллова, Рита. Виктор НЕМЦЕВ: В Чувашии еще много нераскрытой красоты. — Советская Чувашия, Пичетленнĕ: 22, январь, 2011 ç.
- ^ Ерофеев Б.Н. РАЗВИТИЕ ХУДОЖЕСТВЕННОГО ТВОРЧЕСТВА В ЧУВАШИИ В ПЕРИОД СОЦИАЛЬНЫХ ПЕРЕМЕН (90-Е ГОДЫ XX ВЕКА) — Вестник Чувашского университета , 2015, 2№.