Изюм (хула)
Курӑнакан калӑплав
Изюм | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Украина |
---|---|
Регион: | Харьков облаçĕ |
Никĕсленĕ: | 1571 |
Хула, çултан: | 1780 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 56 (2001) |
Хула лаптăкĕ: | 43,6 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 49°12′46″ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 37°15′25″ х.т. д. |
Изюм (укр. Ізюм), — Украинăн Харьков облаçĕнчи хула. Облаç пăхăнăвĕ йышши хула. Çурçĕр Донец юханшывĕ хĕрринче ларать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула куçса çӳрекен халăхсемпе юнашар вырнаçнă пирки вăл çарлă вырăн пек аталаннă. XI-XII ĕмĕрсенче кунта половецсемпе çапăçнă. Ку пулăмсене авалхи çырăвсенче çырса хăварнă. XVI ĕмĕрте тутарсен тапăнса килекен тĕп çулне, Изюм сукмакне, тĕрĕслесе тăма кунта сыхламалли хуралсем йĕркеленĕ. Каярах, XVІІ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кунта хӳтлĕхсем тума пуçланă, Изюм окопĕ йĕркеленнĕ. Вырăнĕ лайăх пулнăран ку тавралăхри тĕп вырăнĕ пулса тăрать.
Официаллă хулана 1681 çулта никĕсленĕ тесе шутлаççĕ.
1780 çулта Харьков намечествине туса хунă хыççăн вăл уес хули пулса тăрать.