Контент патне куҫ

Иккĕлле шут тытăмĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иккĕллĕ шутлав йĕрки — тăрăмлă "2" тĕпĕллĕ шутлав йĕрки. Çак йĕркере "0" тата "1" паллăсемпе усă кураççĕ.

Иккĕллĕ йĕркепе цифрăллă хатĕрсенче усă кураççĕ, мĕншĕн тесен вăл чи ансат тата çакăн пек çирĕплетӳсене хытарса тытса пырать:

  • Сахал паллăллă йĕркен уйрăм элеменчĕсене шутласа каларма ансатрах.
  • Элемент шайĕсен шучĕ сахалрах пулсан, чăрмава хирĕç тăнăçĕ вăйлăрах — çапла вăл хăвăртрах ĕçлеме пултарать.
  • Хутлас тата хушас таблицисене хатĕрлес ансатлăхĕ.

Çуклă хисепсене иккĕллĕ шутлав йĕркисенче компьютерсенче часах усă курнă чух хушăмлă кодпа палăртаççĕ.

Иккĕллĕ хисепсене хушмалли таблица

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
0 + 0 = 0
0 + 1 = 1
1 + 0 = 1
1 + 1 = 10   1-не куçарни (акăл. carry е carry bit)

Эхер те 1 + 1 = 1, çак иккĕллĕ хисепсене хушни пулмасть, вăл логикăллă палăрăмсене хушни пулать, ăçта, калăпăр, 0 тесе "суя", 1 тесе "чăнлăх" (е тепĕр майлă) палăртнă (çаплах «иккĕллĕ арифметика» вулăр: http://it.kgsu.ru/Assembler/asm0002.html 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.).

Иккĕллĕ хисепсене хутламалли таблица

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
0 • 0 = 0
0 • 1 = 0
1 • 0 = 0
1 • 1 = 1

Çаплах ятарланă мелĕ — хыпара логикăллă куçару тумалли логикăн алгебри.

Дюймăсене виçнĕ чух иккĕллĕ йĕркепе уса курни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Дюймăсене шутланă чух яланах иккĕллĕ ваксене çыраççĕ, тĕслĕхрен: 5¾″, 715/16″, 311/32″ и т. 

Хисепсене улăштарса куçарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕллĕ хисепсене вуннăллă хисепсене куçарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕллĕ йĕркерен вуннăллă йĕркене куçарнă чух çак таблицăпа усă кураççĕ:

512 256 128 64 32 16 8 4 2 1.

1 цифринчен пуçласа пурĕ те иккĕ çине хутланма пултараççĕ. 1 хыççăн лартнă пăнчăна иккĕллĕ пăнчă теççĕ.

Калăпăр, иккĕллĕ хисеп 110011 пур. Мĕнле хисепе вăл тан шутланать? Çак ыйту çине хуравлас тесен, чи малтан çак хисепе çакăн евĕр çырăр:

512 256 128 64 32 16 8 4 2 1.
1 1 0 0 1 1
32 +16 +2 +1

Хыççăн, иккĕллĕ пăнчăран пуçласа, сулахайалла кайăр. Кашни иккĕллĕ виçе айĕнче унăн эквиваленчĕне пĕр йĕр аялтарах çырăр. Тупнă вуннăллă хисепсене хушăр. Çапла ĕнтĕ, 110011 иккĕллĕ хисеп 51 тан пулать.

Е .
;
;
;
Тата ыттисем те.

Вуннăллă хисепсене иккĕллĕ хисепсене куçарни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Калăпăр, пирĕн 19 хисепе иккĕллине куçармалла. Эсир çак ĕç-пуçпе усă курма пултараттăр :

19 /2 = 9  юлашки 1
9  /2 = 4  юлашки 1
4  /2 = 2  юлашки 0
2  /2 = 1  юлапшки 0
1  /2 = 0  юлашки 1

Юлашкинче юлнă хисепсене вĕçĕнчен пуçласа пĕрин хыççан теприне лартатпăр. Вара 19-ăн (хыçалтан пуçласа) иккĕллĕ хисепне тупатпăр: 10011.